Тĕш тырă туса илессине те ÿстерме пулăшу пăхнă. Саплаштару виçи тĕш тырă çитĕнтерме янă тăкаксен 50 проценчĕ таранах пулмалла.
Çакă тырă экспортне йĕркелемелли механизма çирĕплетме те пулăшмалла. Вице-премьер – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, 2021 çулта асăннă субсидие республикăри 500 ытла ял хуçалăх предприятийĕ илме пултарĕ.
Грант памалли майсем анлăланаççĕ. Малашне çак укçана 30 пин çын таран пурăнакан ял агломерацийĕсене кĕрекен поселоксенчи АПК предприятийĕсем те илме пултарĕç. Çавăн пекех парăмсемпе çыхăннă чăрмав та пĕчĕкленет: хуçалăх е предприяти парăмĕ 10 пин тенкĕрен иртмест пулсан грант илме чăрмантармĕ. Тепĕр самант та пĕлтерĕшлĕ. Грант илнĕ май фермерăн çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелемелле. Малашне çав ĕç вырăнĕсенчен пĕринче фермер хăй шутланма пултарĕ.
Ноябрь 2024 |