Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 76 çул çитрĕ пулсан та аслă ăрурисем вăрçă вăхăчĕсене халĕ те астăваççĕ. Совет халăхĕ синкерлĕ саманара нумай асап курнă.
Ялти вăйпитти арçынсем пурте вăрçа тухса кайнă, хĕрарăмсемпе ачасен черченкĕ хулпуççийĕ çине кил-тĕрĕшри, колхозри ĕçсем тиеннĕ. Вăл вăхăтра ял хуçалăх техники сахал пулнă. Ĕçсене ытларах ал вĕççĕн тунă.
Астăватăп-ха, икĕ хĕр, Ольга Захаровапа Елизавета Арсентьева, пĕр-пĕринпе улшăнса çĕрĕпе çывăрмасăр сухалатчĕç. Вĕсем ман пекех Уйкас Ялтăра ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шел те, вĕсем тахçанах çут тĕнчерен уйрăлса кайнă ĕнтĕ. Мĕнле чăтнă-ха хĕрарăмсем; Арçынсен ĕçне те пĕтĕмпех тума тивнĕ. Фронтри салтаксене апат-çимĕçпе, ăшă япаласемпе тивĕçтернĕ.
Тăшман Мускав патне çывхарсан, ачисене хăварса, чăтма çук сивĕре Сăр хĕррине окоп чавма тухса кайнă. Хальхи пек çире ăшă тумтирсем пулман, урисене те çăпата кăна сырнă. Мана кун çути парнеленĕ анне те Сăр хĕрринче ĕçленĕ.
Ачалăхĕ вăрçă вăхăчĕсене килнисене те çăмăл пулман. Эх, вăл вăхăта аса илсен аслă ăрурисем куçран куççуль кăлармасăр чăтаймаççĕ. Мĕн курман, мĕн чăтман пулĕ, анчах та пуçĕсене усман, Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Тÿпере çутă, таса пĕлĕт, мирлĕ пурнăç яланах пуласса шанатпăр.
Нина ПАРАМОНОВА.
Малтикас Ялтăра.
Ноябрь 2024 |