Пăруланă хыççăнхи шалкăм

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.06.2021, 16:39 Просмотров: 1165

Уйрăмах кăçал мăйракаллă шултра выльăхсене пăруланă хыççăн шалкăм аптратать. Сăлтавĕ икĕ тĕрлĕ. Пĕри – выльăх организмĕнче кальци шайĕ чакса ларни. Тепри вара – гормон шайĕ пăсăлни.

Çав шутра апат пахалăхĕ те нумай витĕм кÿрет. Ĕнен хырăмри пăрăвне ÿсме те витаминсем сахал мар кирлĕ. Çавăн пекех пăруланă хыççăн малтанхи сĕтпе (молозивăпа) пĕрле организмран кальци нумай тухать. Ытларах сĕт лайăх паракан ĕнесем çак чирпе аптăраççĕ.

Пăруланă хыççăнхи шалкăм ансатрах тата йывăртарах иртме пултарать. Йывăртарах чухне выльăх пуçне тата урисене тăсса выртать. Асăрхăр: пуçне хырăм çине çавăрса хума пултарать. Температура пĕчĕкленме тытăнать.

Çак хăрушлăха сирес тесен пăруличчен 10–15 кун маларах D3 витамин икĕ хутчен тумалла. Е кальципе фосфортан тăракан препаратсемпе усă курмалла.

Пăруличчен пĕр уйăх маларах выльăха витаминсемпе, микро-макроэлементсемпе тулăх апат çитермелле. 10 кун маларах 250–300 грамм сахăра виçĕ кун хушши шыва ярса ĕçтерни те лайăх. Мĕншĕн тесен вĕсем çитмесен организмра гормон шайлашăвĕ пăсăлать.

Енчен те ĕне чирлерĕ пулсан тăхтаса тăмасăрах ветеринари ĕçченĕсене пĕлтермелле. Вĕсем выльăха венăран тĕрлĕ эмелсем – глюкоза, хлорид кальцийĕ, борглюконат кальцийĕ, кофеин яраççĕ. Кальфосетпа е кальфотонпа укол тăваççĕ. Çавăн пекех çилĕрен насоспа сывлăш уçлаççĕ. Чирленĕ выльăхăн ÿт температури пĕчĕкленнĕрен сивĕ çанталăк чухне выльăха япаласемпе витсе хумалла, ăшă витере тытмалла.

Пăруланă хыççăнхи шалкăм мĕн вăхăта пырасси тĕрлĕ сăлтавсенчен килет. Выльăха вăхăтра пулăшу парсан ăна маларах ура çине тăратас шанчăк пысăкрах.

Çĕрпелти ветеринари лечебници.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика