Синоптиксем çывăх вăхăтра типĕ шăрăх килессе асăрхаттараççĕ. Вăл çамрăк, сывă организма та сиен кÿме пултарать.
Хĕвел хĕртсе пăхни çын ÿтне сиен кÿрет, типĕтет, ватăлтарать, ÿт ракне пуçарма пултарать. Уйрăмах çутă, сарă-хĕрлĕ çÿçлисен тата куктĕрриллĕ çынсен хĕвелте нумай вăхăт çÿреме юрамасть, вĕсем хăвăрт пиçсе кайма пултараççĕ тата вĕсен ÿт шыççи ыттисенчен хăвăртрах аталанать.
Хĕвел пайăркисем чылай чир сăлтавĕ те пулса тăраççĕ: герпес, витилиго (ÿт çинчи шурă лаптăксем), экзема, туберкулез, шыçă чирĕсем, сахăр диабечĕ, чĕре тата ытти чирсем. Антибиотиксем, транквилизаторсем, юн пусăмĕнчен эмел ĕçекенсемшĕн те хĕвел хăрушлăх кăларса тăратать.
Хĕвелте пиçсе кайсан мĕн тумалла-ха? Чи малтанах айăпланнă вырăнсене сивĕ шывпа çумалла. Ÿт температури хăпарса кайсан, лĕклентерсен тата хăстарсан васкавлă пулăшу чĕнмелле. Хăмпăсене шăтарма юрамасть – тухтăра кăтартмалла.
Хĕвелтен пуç ыратма тытăнсан сулхăн вырăна куçмалла, тумтире кăкăр ирĕклĕн сывламалла уçмалла, пуç çине йĕпетнĕ алшăлли е пăр тултарнă грелка хумалла, пите шывпа сирпĕтмелле, ăшă минерал шывĕ ĕçмелле. Тăн çухатсан çынна аяк çине çавăрса хумалла, пуçне сивĕ тытмалла, васкавлă пулăшу чĕнмелле.
Паллах, хĕвелтен сыхланни аванрах. Пÿлĕме çутă карăсем кармалла, çăмăл çутă тумтир тăхăнмалла, пуçа хупламалла. Хĕвелте ирхи 11 сехетчен тата 16 сехет хыççăн хĕртĕнсен аванрах. Кунне пите темиçе хут çумалла, чавсана, чĕркуççие, ал сыппине йĕпетмелле. Тĕрĕс апатланмалла, çуллă, тĕтĕмленĕ, ăшаланă çимĕç çининчен тытăнса тăрсан аванрах. Аш вырăнне пулă лайăх. Пахчаçимĕç продукчĕсем, çырласем çимелле. Пуçа чиксе ытлашши ĕçлени сиенлĕ.
Шăрăх çанталăкра уйрăмах ачасене йывăр. Чÿрече-алăксене уçса вĕсене ан чирлеттерĕр. Ача çимĕçĕсене холодильникре кăна упрамалла. Уçăлса çÿрес тесен ирхи 10 сехетчен е 17 сехет хыççăн тухмалла. Шыв ытларах ĕçтермелле. Енчен те ачан ÿт температури 38,5 градусран иртрĕ-тĕк, тăхтаса тăмасăр васкавлă пулăшу чĕнĕр.
Ноябрь 2024 |