Çĕр çинче темле ирсĕр те пулать. Эрехпе туслашни вара пушшех ăсран кăларать. Хамăр районти 54-ри арçын, ак, 90 çулти мăн аккăшне мăшкăллама хăтланнă иккен. Çакăн çинчен Çĕмĕрлери следстви пайĕ пĕлтерет.
Киревсĕр ĕç пĕлтĕрхи декабрьте пĕр ялта пулса иртнĕ. Çак арçын хайхи ватă тăванĕ патĕнче пурăннă пулнă. Пĕррехинче вара, ÿсĕрскер, мăн аккăшне тапăнма пуçланă. Юрать, арçыннăн ывăлĕ пÿрте вăхăтра кĕрсе тăнă – путсĕре ирсĕр ĕçе тума паман.
Айăпланакана судпа психиатри экспертизи витĕр кăларнă. Кăтартусем тĕлĕнтермеççĕ: унăн вăраха кайнă ăс-тăн чирĕ. Хăйĕншĕн те, ыттисемшĕн те вăл хăрушлăх кăларать. Суд арçыннăн ăс-тăнĕ йĕркеллĕ пулманнине çирĕплетнĕ, хистевлĕ медицина мерисем йышăннă: унăн ятарлă психиатри стационарĕнче сипленмелле.
Ноябрь 2024 |