Пĕлĕшĕсене пулăшас тенĕ те...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.06.2021, 09:11 Просмотров: 327

Вăрнар район сучĕ «Вурнарский» пайăн ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ пулнăскер тĕлĕшпе те айăплав приговорĕ кăларнă.

Ăна темиçе уголовлă статьяпа айăплă тесе йышăннă: должноç полномочийĕсенчен иртни (4 эпизод), вак-тĕвек взятка илни тата службăри ултав. Полици ĕçченĕ пулнăскерĕн йĕрке хуралĕн органĕсенчи влаç представителĕн тивĕçĕсене тата йĕркелÿпе хушу полномочийĕсене пурнăçлассипе çыхăннă должноçсене 3 çул йышăнма юрамасть.

Мĕнле саккунсăр ĕçсем çитернĕ-ха унчченхи ГИБДД пуçлăхне суд тенкелĕ çине?

– 2019 çулхи январьте вăл, сăмахран, хăйĕн пĕлĕшне административлă яваплăхран хăтăлма пулăшнă. Лешĕ хăйĕн ашшĕ-амăшĕн тивĕçне йĕркеллĕ пурнăçламан-мĕн: 11-ти ывăлне автомобильпе çÿреме ирĕк панă. Çав çулхи февраль–май уйăхĕсенче те пуçлăх саккуна пăхăнман тĕслĕхсем пулнă. Унăн, должноçне кура, çул çинчи дисциплинăна тивĕçтермелле пек, вăл вара йĕркене пăсакансене явапран хăтарнă. Çав шутра – документсемсĕр автомобильпе çÿренисене те, руль умне ÿсĕрле ларнисене те. Тата тепĕр тĕслĕх. 2019 çулхи февральте ГИБДД ертÿçи пулнăскер çул çинче груз турттаракан автомобиле чарнă. Водителĕн улма-çырлапа пахчаçимĕç турттарма таварпа транспорт докуменчĕсем пĕрле пулман. Автоинспектор ку çитменлĕх çине «куç хупнă» – протокол çырман. Ахаль мар – апат-çимĕç пакечĕпе хавхалантарнăшăн. Унсăр пуçне, мартра вăл суя документ та çырса хатĕрленĕ. Каллех пĕлĕшне пулăшас тесе – лешĕ унпа саккунсăр майпа КАСКО полисĕпе страхлав тÿлевне илнĕ, – пĕлтерчĕç республикăри Следстви управленийĕн Çĕмĕрлери следстви пайĕнчен.

Каласа хăвармалла, ку должноçри çынна шалти ĕçсен органĕн сотрудникĕн чысне хуратакан ĕçсемшĕн тĕрĕслевсем хыççăнах службăран хăтарнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика