Тĕрлĕ ăрурисем килĕштерсе, тату пурăннине мĕн çиттĕр? Пуринчен ытла этемлĕхĕн черченкĕ çурри пирки ыр сăмах калас килет. Вĕсем çемье вучахне сÿнме памаççĕ, тăванлăха упраççĕ. Ĕçчен те пултаруллă. Уçă кăмăллă та сăпайлă. Ачисене, мăнукĕсене ырра вĕрентеççĕ. Этемлĕхĕн черченкĕ çуррин юратăвĕпе тимлĕхĕ те иксĕлми. Ахальтен мар пулĕ: «Анне, аппа та йăмăк, мăшăр... Эсир пулсан кил-çуртăм ăшă» , – теççĕ.
Санарпуçĕнчи ватăсенчен пĕри Мария Радаева пурнăç уттинчен юлмасть, ĕмĕр сукмакне малаллах такăрлатать. Унăн ачалăхĕ çĕршывшăн йывăр килнĕ тапхăрта иртнĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех ял хуçалăхĕнче тăрăшнă. 90 çула хыçала хăварнă пулсан та пĕр самант та ĕçлемесĕр ларасшăн мар. Вăй-хăват пур чух килте ал усса ларни килĕшмест, тет.
– Мария Семеновна вăрçă терт-нушине чăтса ирттернĕ пулин те, паянхи кун та маттурах ара. Акă, кăçал та çурхи ĕçсем тытăнчĕç кăна – вăл пахча-анкартире тăрмашма пуçларĕ. Эпир киличчен хăех пĕр вă-ă-рăм йăран сухан лартма хевте çитернĕ, – каласа пачĕ тăванĕ Антонина Филимонова.
Мария Семеновна çывăх çыннисене питĕ тарават, хапăлласа кĕтсе илет. Вăл пĕчченлĕхе пачах та туймасть. Ырă кăмăллă кинеми патĕнчен тăванĕ-пĕтенĕ татăлма пĕлмест.
– Тăванлăха упрама пĕлни – хаклăран та хаклă пуянлăх. Çывăх çынсем пурри тĕрлĕ йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать. Ĕмĕр иртни те сисĕнмест. Йывăç тымарĕпе çирĕп, этем йышлă тăванĕсемпе, – терĕ Антонина Яковлевна.
Антонина Филимонова хăй те тивĕçлĕ канура тесе пурнăçа ахаль ирттермест, халĕ те çамрăк чухнехи пекех обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать. Çынсемпе пĕр чĕлхе тупма, вĕсене хавхалантарма пĕлет. Ахальтен мар ăна ял старостине, районти ветерансен Союзĕн председательне суйланă.
Антонина Яковлевна нумай çул «Вурнарский» совхозăн профсоюз организацийĕн ертÿçинче вăй хунă. Ĕç çыннисен канăвне йĕркелессишĕн тăрăшнă. Вăл ал ĕçĕ тума та, юрлама та ăста. Ветерансен районти хорне вуннăмĕш çул çÿрет. Тăван тăрăхра, районта иртекен мероприятисене тăтăшах хутшăнать. Хастар чăваш хĕрарăмĕн тепĕр ырă енĕ пирки каламалла. Антонина Яковлевна «çутçанталăка упрасси – кашни çыннăн тивĕçĕ» текен каларăша яланах асра тытать. Тăван тăрăхăн сăн-сăпатне илем кĕртессишĕн ырми-канми вăй хурать. Халăх йăли-йĕркисене, культурине упрассишĕн тăрăшать. Малашлăх пирки ÿрĕккĕн-сÿрĕкккĕн калаçмасть. Пурнăç çине шанчăклăн пăхать, ыр пуласлăх çинчен ĕмĕтленет. Ят-сума хастарлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе тивĕçлĕн çĕнсе илнĕ.
Унăн кинĕсем те хăйĕн пекех маттур. Акă, тĕслĕхрен, аслă ывăлĕн мăшăрĕ Ирина Юрьевна «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче бухгалтерта тимлет. Вăл та пĕр хура ĕçрен те хăрамасть. Упăшкин тăванĕ – Мария Радаева – патне пулăшма çÿрет. Ирина Юрьевна хунямăшĕпе те пĕр чĕлхе тупнă. «Йышпа ĕç ăнать», – тет вăл.
Мария Радаева патне унăн Мачамăшри тăванĕ Раиса Васильева та килсе çÿрет. Палăртмалла, Мария Семеновнăн амăшĕпе Раиса Александровнăн аслашшĕ пĕртăвансем пулнă. Çулсем хыçалах юлса пыраççĕ, çывăх çыннисем те çут тĕнчере çук ĕнтĕ. Апла пулин те тăванлăх туртăмĕ чакман.
Çак виçĕ ăрури хастар çынсем пĕр-пĕринпе лайăх хутшăнура пулни витĕрех курăнать. Вĕсем кун-çул тилхепине нихăçан та лăнч яман та, ямĕç те.
Маттурсем çине пăхсан «хĕрарăмсем тĕнче тытаççĕ» тесе çирĕппĕнех калама пулать.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать
Ноябрь 2024 |