Хуткупăс – чун уççи

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.07.2021, 13:14 Просмотров: 1167

Паянхи кун сайра камăн аллинче хуткупăс вылять. Çитменнине – хĕрарăмăн. Çавăнпа та пулĕ ку музыка инструменчĕн вăрттăнлăхĕсемпе туслашнисене чи телейлисем теме пулать.

– Ман тĕллев – ачасене илемлĕ сасăсен тĕлĕнмелле тĕнчипе паллаштарасси, – тет акă Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулти музыка учителĕ Ольга Николаевна Николаева.

Хăйне ăна музыкăри таланчĕ ашшĕ-амăшĕнчен куçнă. Ольга Николаевна – Канаш районĕнчи Чулкăмака ялĕнчен. Ашшĕ, Николай Иванович, тăтăшах купăс каланă. Амăшĕ, Раиса Михайловна, хăйĕн илемлĕ сассипе тыткăнланă. Асламăшĕ балалайкăпа вылянă. Çавăнпах та-тĕр вĕсен çемйинче тăтăшах килти концертсем иртнĕ.

Вăтакас Кипеч шкулĕнчен тухсан Ольга Канашри педучилищĕре пĕлÿ илнĕ. Хыççăн вуникĕ çул пирĕн районти Хирпуçĕнчи вăтам шкул ачисене музыкăна юратма вĕрентнĕ. Кунтах пулас мăшăрне тупнă, çемье çавăрса хĕрпе ывăла кун çути панă. Шел те, юратнă çыннине, Виталие, Турри вăрăм ĕмĕр паман – чире пула вăл çамрăклах çĕре кĕнĕ. Йывăр хуйха парăнтарас тесе çамрăк хĕрарăм ачисемпе çуралнă çĕре таврăннă, хăй вĕреннĕ шкулта вăй хума тытăннă.

Телее, шăпа ăна пирĕн район каччипе паллашма пÿрнĕ. Ку тĕлĕшпе социаллă сеть пулăшнă. Дима, полицире ĕçлекенскер, çамрăк хĕрарăма çынлăхĕпе питĕ килĕшнĕ. Çĕнĕ çемьере икĕ ывăла кун çути панă Ольга.

Унăн пултарулăхĕнчен, ĕçченлĕхĕнчен тĕлĕнсе пĕтерме май çук. Шкулта уроксем ирттернисĕр пуçне вăл ачасемпе фольклор кружокне йĕркеленĕ. Кĕçĕннисем кăмăлтан юрлаççĕ, ташлаççĕ, спектакльсем лартаççĕ, чăваш тумĕсене çĕлеме хăнăхаççĕ. «Атте-аннерен куçнă мĕнпур таланта ачасенче хывма тăрăшатăп», – тет Ольга Николаевна.

Çемйи те питĕ хастар. Мăшăрĕ те, тăватă ачи те пултарулăх конкурсĕсене хаваспа хутшăнаççĕ. Пĕлтĕр Чăваш автономийĕн 100 çулхи юбилейĕ тĕлне иртнĕ «Чăваш ен манăн чĕрере» конкурсра куракансен кăмăлне тивĕçсе çĕнтернĕ. Хăйĕн уйрăммăн ĕçре, тĕрлĕ конкурссенче палăрнăшăн панă Хисеп хучĕсемпе димпломсем туллиех.

Нумай ачаллă амăшĕн вăхăчĕ сахалрах. Анчах та Ольга Николаевна тепĕр чун киленĕçĕ валли те вăхăт тупать – тухьясем, чăвашсен тум хатĕрĕсене ăсталать. Унсăр пуçне чечексем нумай çитĕнтерет. Чуна пуринчен те çывăххи вара – хуткупăс. Тăвансемпе, тус-юлташсемпе пухăнсан ун тÿмисем çине мĕнле пусать – кашниех юрлама е ташлама тытăнать.

Çынна ят мар, ĕç илемлетет, тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Ольга Николаева ентешсен чĕринче хисепре пулнине шăпах пур енлĕ тăрăшулăхĕ хывăннă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика