Кăçалхи çулла шăрăх килнĕрен ĕнтĕ пĕве-кÿлĕ, юханшыв хĕрринче уйрăмах çын нумаййине курма тивет. Аслисем те, ача-пăча та çак тапхăрта шыва кĕрсе уçăлма кăмăллаççĕ.
Анчах, шел те, канакансем пурте хăрушсăрлăх правилисене пăхăнаççĕ тееймĕн. Шыва кĕмелли тапхăр пуçланнăранпа июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 18 çын путса вилнĕ. Инкеке лекнисем хушшинче – çула çитмен икĕ ача.
«Иртнĕ эрнере, акă, Санарпуç ялĕнчи пĕвере çамрăк арçыннăн пурнăçĕ сарăмсăр татăлнă. Ун виллине вырăнти çынсем шывран тупса кăларнă. Çав кунах Улатăр тата Комсомольски районĕнче те çакнашкал инкексем çырăннă. Виçĕ тĕслĕхĕнче те вырăнĕсем шыва кĕме ятарласа хатĕрленисем пулман», – пĕлтерет республикăри шыравпа çăлав служби.
Çăлавçăсем çирĕплетнĕ тăрăх, синкерсен сăлтавĕсем нумай чухне пĕрешкел% тĕрĕслемен вырăнсенче, ÿсĕрле паттăрланса чăмни-ишни. Ачасем вара ытларах чухне аслисен асăрхавĕ çуккине пула шар кураççĕ.
И.ПЕТРОВА.
Ноябрь 2024 |