Йывăç – тымарпа, этем çемьепе çирĕп

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.07.2021, 13:20 Просмотров: 425

Ашшĕ-амăшĕ – хăйсем çуратса ÿстернĕ ачисемшĕн кирек хăçан та чи пысăк пуянлăх. Яланах юнашар пулаймаççĕ пулин те, вĕсем çинчен астăвăма упрани хаклă. Аслашшĕ-асламăшĕсем пирки мăнуксене, кĕçĕн мăнуксене, малашнехи ăрусене каласа пани кирлĕ

Манăн аттепе анне те хисеплĕ, ят-сумлă çынсем. Иккĕшĕ те вăрăм кун-çул – 85 тата 87 çулччен – пурăнса ирттернĕ. Мĕн пĕчĕкрен кÿлĕннĕ те ĕмĕр тăршшĕпех ĕçре пиçĕхнĕ. Обществăлла ĕçсенче хастар пулнă. Хăйсемшĕн мар, ытларах халăх ăнăçлăхĕшĕн, тăван тăрăх аталанăвĕшĕн тăрăшнă.

Аттен, Павел Николаевич Биктимировăн çуралнă вырăнĕ – Вăрмар районĕнчи Шăхаль ялĕ. Ĕçчен хресчен çемйинчен тухнă вăл. Çамрăклах хастарлăхпа палăрнă. Тăван ялта комсомол ячейкине никĕслекенсенчен, ирĕклĕ организацисене йĕркелекенсенчен пĕри.

1926 çулта аттене вулăс Канашĕн членне суйланă, тепĕр çултан – Вăрмар райĕçтăвкомĕн тата комсомол райкомĕн пленумĕсен йышне. Çав вăхăтра вăл Шăхаль ял Совечĕн председателĕнче тимленĕ.

23-ри çамрăк ертÿçĕн тăрăшулăхне, яваплăхне çÿлерехри пуçлăхсем тивĕçлĕ асăрхаççĕ. Ăна Вăрмарти райĕçтăвком тытăмне куçараççĕ, пĕтĕмĕшле уйрăма ертсе пыма шанаççĕ, çулталăкран райфо ертÿçине çирĕплетеççĕ.

Атте, чăнах та, çав тапхăрта тăван район аталанăвне сахал мар тÿпе хывнă. 1931 çулта, МТС йĕркеленнĕ чухне, сăмахран, ку организацин финанспа хуçалăх тытăмне çирĕплетессишĕн, колхозсемпе килĕшÿсем тăвас енĕпе тата ыттипе чылай ăшталаннă.

Тăвай районĕнче те ун çинчен аван пĕлеççĕ. 1935 çулта çĕнĕрен никĕсленнĕ района пултаруллă, опытлă специалистсем çав тери кирлĕ пулнă. Чăваш обкомĕн шанăçне тÿрре кăларса, Павел Николаевич та 1935–1940 çулсенче кунта райфо заведующийĕн, ĕçтăвком председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. 1941 çулта вара обком йышăнăвĕпе тăван Вăрмар тăрăхне таврăнать. Унчченхи пекех райфо заведующине, каярахпа – райĕçтăвком председательне.

Çăмăл мар, асаплă вăхăт хуçаланнă ун чух. Нимĕç фашисчĕсем Мускав чиккисем патне çывхарса пынă. Тăшмана хирĕç тăма пысăк вăй кирлĕ пулнăран ыттисемпе пĕрлех аттене Хĕрлĕ Çар ретне илеççĕ. Унăн званийĕ – аслă лейтенант. Кĕске çар хатĕрленĕвĕ витĕр тухнă вăхăтра совет салтакĕсем Мускав çывăхĕнче ирсĕр фашиста çапса аркатаççĕ. Кĕçех опытлă парти ĕçченĕсене, çав шутра – аттене те, СССР Оборона комитечĕн председателĕн тата И.Сталин приказĕпе çартан хăтарса унчченхи ĕç вырăнĕсене янă. Кунта Павел Николаевич фронта апат-çимĕçпе, промышленноçе чĕртаварпа, çар техникин строительстви валли кирлĕ хатĕрсемпе, топливăпа тивĕçтерессине пурнăçлассишĕн кунне-çĕрне пĕлмесĕр, вăй-халне шеллемесĕр тăрăшнă.

Кăткăс тапхăрта район яваплă хушăва йышăнать: хÿтĕлев чиккисене тумалла – траншейăсем, окопсем чавмалла. Ăна пурнăçа кĕртме мĕнпур халăха çĕклеме тивнĕ. Тăшмана хăвăртрах çĕнтерме кирлĕ çул-йĕре хăпартма та çынсене пĕр шухăшлăн хутшăнтарнă. Свияжск–Ульяновск, Шупашкар–Канаш чукун çулсем, Чулхула–Хусан шоссе, Шупашкар–Канаш тракт... – кунти строительствăна СССР Оборона комитечĕ çирĕплетнĕ вăхăта вăя кĕртмелле пулнă. Тĕрĕссипе, кирек мĕнле ĕçе пуçăнсан та, ертсе пырсан та атте тÿрĕ кăмăлпа, яваплă тимленĕ. Тĕрлĕрен курссенче пĕрмаях пĕлĕвĕпе квалификацине ÿстернĕ.

Вăрçă хыççăнхи саманара вара пушшех çăмăл килмен. Пурнăçа йĕркелесе яма, арканнă хуçалăхсене, предприятисене ура çине тăратма кашнин мĕнпур вăя хывма тивнĕ. Атте те, пĕлетĕп, ĕçшĕн çунса пурăннă. Тĕрлĕ çулсенче вăл Вăрмарти «Торгплодовощ» организацин управляющийĕнче, «Восход» колхоз председателĕнче, çăмартапа чăх-чĕп комбиначĕн районсем хушшинчи кантурĕн директорĕнче тăрăшнă. Çынсемпе килĕштерсе ĕçлеме пĕлнĕ çав вăл. Шаннă ăна халăх. Пĕрлештернĕ колхоз йĕркелемех, акă, темиçе хутчен те пуху пуçтарнă-мĕн. Анчах ял çыннисем пĕр йышăну патне ниепле те тухайман. Вĕсемпе калаçма аттене ярсан кăна лав вырăнтан тапраннă% пĕрремĕш пухурах çĕнĕ колхоз туса хунă, «Восход» ят панă, хăйнех председателе суйласа лартнă. Хуçалăхĕ ку паянхи кун та ÿсĕмлĕ.

1958 çулччен заготконтора пуçлăхĕнче тăрăшнă хыççăн атте çемйипе яла пурăнма куçнă. Сăлтавĕ – сывлăхĕ тăрук хавшаса кайнинче. Уçă сывлăш, тăнăçлăхпа лăпкăлăх, кану самаях тĕрекленме пулăшнă ăна, чир-чĕр парăннă. Пурнăç тăршшĕпех ĕçре пиçĕхнĕ çын ăçтан алă усса лартăр ĕнтĕ. Кунта та хăйне валли чуна вырнаçмалăх ĕç тупать – колхозра партбюро секретарĕнче, ревизи комиссийĕн ертÿçинче, халăх тĕрĕслевĕн комитечĕн председателĕнче, уй-хир хуралçинче те вăй хурать.

Тава тивĕçлĕ ĕçĕсемшĕн чысланă наградисем те сахал мар: I степень вăрçă орденĕ, «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи паттăрла ĕçшĕн» медаль, ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамоти, СССР Оборона комитечĕн Председателĕн Тавĕ тата ыттисем.

Халĕ те час-часах аса илетĕп: аннепе шăкăл-шăкăл, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнатчĕç вĕсем. Иккĕшĕ те сăпайлăччĕ, тĕрĕс, тÿрĕ кăмăллă çынсемччĕ. Анне те Анастасия Тимофеевна Вăрмар районĕнчен пулнă. Пĕчĕкренех нуши-тертне сахал мар курнă. 1917 çулта ашшĕне çара илсен çав çулах амăшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Виçĕ ача тăлăха юлнă, чи кĕçĕнни тăваттăра кăна. Юрать, ашшĕне февральти революци хыççăн киле янă. Анне пуçламăш шкултан ăнăçлă вĕренсе тухать, анчах выçлăха пула малалла пĕлÿ пухаймасть. Мал ĕмĕтлĕ хĕрĕн ÿсерехпе кăна – 20 çулта – вĕренĕве малалла тăсма май килет. Шăхасанти колхоз çамрăкĕсен шкулне, Канашри педагогика техникумне пĕтерет, каярахпа куçăмсăр мелпе учительсен институтĕнче професси ăсталăхне анлăлатать.

Аннен педагогикăри кун-çулĕ Йĕпреç районĕнчи Чăваш Çармăсри пуçламăш шкулта пуçланнă. Тĕрлĕ çулсенче Вăрмарти, Шăхальти шкулсенче ачасене пĕлÿ тĕнчипе паллаштарнă, тăван чĕлхепе литературăна вĕрентнĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех, 1970 çулчченех, ачасене юратса, ăс-тăн кăна мар, тĕрĕс воспитани парса ÿстерессишĕн чунтан тăрăшнă. Унăн та Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи паттăрла ĕçĕшĕн медаль, педагогикăри çитĕнĕвĕсемшĕн сумлă чылай награда пур.

Çемье телейĕ чăнах та пĕр-пĕрин хушшинчи килĕшÿпе ăнлануран нумай килет. Аттепе анне вара яланах пĕри теприншĕн тĕрекчĕ. Вĕсем пирĕншĕн тĕслĕх вырăнне пулнă. Мăнукĕсемшĕн питĕ савăнатчĕç, вĕсене ÿстерме, воспитани пама çав тери пысăк тÿпе хыврĕç. Хам та ватлăхра вĕсен пурнăçне çăмăллатас, хăтлăрах тăвас тесе тăрăшрăм. Чи юратнă çынсене юлашки çулĕсенче хамăн киле, Калинино салине, илсе килтĕм. Килĕштерсе, ăшшăн калаçса, шăкăл-шăкăл пурăнтăмăр. Паян юнашар çук пулин те, аттепе анне манăн асрах, чĕререх.

Зоя АЛЕКСАНДРОВА.

Калинино.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика