Вĕри апат ыйтăвĕ – тимлĕхре

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.07.2021, 13:22 Просмотров: 398

Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ тăрăх, сентябрĕн 1-мĕшĕнчен «нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесенчи ачасем» категорири 11800 ачана вĕри апатпа тивĕçтерме йышăннă.

«Çак тĕллев валли эпир кирлĕ чухлĕ укçа-тенкĕ уйăртăмăр. Тепĕр çул ку ыйтăва софинансировани йĕркипе татса парĕç. Çак принципсене финанс министерстви хатĕрлесе çитерĕ. Паллах, укçи-тенкине ытларах республика бюджетĕнчен уйăрĕç. Пирĕн тĕп тĕллев вăл – ачасемпе çемьесене пулăшасси. Пĕрлехи тĕп задача – вĕри апатланăва туллин йĕркелесси. Эпир халĕ çемьесене тĕрев парасси пирки хушу хатĕрлĕпĕр. Ăна Çемье, юрату, шанчăклăх кунĕнче алă пусăпăр. Çак нормăна хушăва кĕртме, сентябрĕн 1-мĕшĕччен ĕçе тухăçлă йĕркелеме ыйтатăп, ачасене вĕри апатпа «ирхине» тата «кăнтăрла» стандартпа тивĕçтермелле пултăр», – тенĕ вăл.

Алла Салаева вице-премьер çирĕплетнĕ тăрăх,   ку категорири ачасем 5–11 классенче 11800-ĕн пĕлÿ пухаççĕ. Вĕсене апат çитерессипе тăкаксене ку таранччен йăлтах муниципаллă бюджетсем хăйсем çине илнĕ.

«Кунне апатăн вăтам хакĕ 81,55 тенкĕпе танлашнă. 2021 çулта 75 млн тенкĕ кирлĕ. Малтанах палăртнă тăрăх, 2022 çулта – 169 млн тенкĕ. Хальхи вăхăтра кирлĕ суммăна муниципалитетсен бюджечĕсенчен уйăраççĕ. Паллах, бюджетсем пурин те тĕрлĕрен, çавăнпа та укçа-тенкĕ уйăрасси те урăхла», – палăртнă вице-премьер.

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн йышăнăвĕпе пĕлтĕр Чăваш енре те пуçламăш классенче вĕренекен пур ачана та тÿлевсĕр вĕри апатпа тивĕçтернĕ.   Кунсăр пуçне ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хушăвне пурнăçласа пур шкулти тата ача садĕнчи апат блокĕсенче оборудовани çĕнетнĕ, çак тĕллев валли 350 млн тенкĕ ытла уйăрнă.

 

Андрей Тихонов,

район администрацийĕн пуçлăхĕ:

– Районти сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьесенчи ачасен апатланăвĕ тĕлĕшпе çăмăллăх пур. Унпа 2020–2021 вĕренÿ çулĕнче 167 ача усă курнă. Апатăн вăтам хакĕ кунне вăтамран 80 тенкĕпе танлашнă. Çăмăллăх категоринчи ачасем валли вырăнти бюджетран укçа-тенкĕ уйăрнă пулин те   çемьесен те   тăкакланма тивнĕ. Палăртма кăмăллă, ЧР Пуçлăхĕ Çемье, юрату, шанчăклăх кунĕ тĕлне сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьесем валли чăннипех парне хатĕрлет. Çапла вара, çемье бюджетĕнчен укçа-тенкĕ сахалрах тăкакланĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика