Юлашки вăхăтра çамрăксемпе шкул вĕренекенĕсем табак тата электронлă сигарет туртни çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăчĕ. Кун пирки республикăри наркологи диспансерĕн психиатр-наркологне Лидия Григорьевана каласа пама ыйтрăмăр.
– Пирĕнтен кашниех табак сывлăха сиен кÿнине пĕлет. Çапах та нумайăшĕ пируса е сигарета мĕншĕн çăвара хыпать?
– Пирус сиенĕ туртма пуçланă хыççăн тÿрех курăнмасть. Çавăнпа та нумайăшĕ чир-чĕр вĕсене пырса çакланмасть тесе шутлать пулас. Тата ним те ыратман чухне çынсем сывлăх çинчен пачах та манса каяççĕ. Чылайăшĕ кăштах турткалатăп та, кирлĕ пулсан çăмăллăнах туртма пăрахатăп, теççĕ. Анчах та никотин питĕ ултавлă япала, туртмассерен кунсерен организм ăна нумайрах та нумайрах ыйтма пуçлать. Çын сисмесĕрех никотин серепине çакланать.
Статистика палăртнă тăрăх, мĕнпур туртаканăн 80 проценчĕ шăпах куçăм тапхăрĕнче, çамрăк чух, туртма пуçланă. Ачасемпе çамрăксем йăлтах пĕлесшĕн, пур япалана та тутанса пăхасшăн.
– «Электронлă сигаретсем сывлăхшăн сиенлĕ мар», – теççĕ час-часах çула çитмен çамрăксем. «Вĕсем туртма пăрахма пулăшаççĕ», – ăнлантараççĕ теприсем. Кун пирки мĕн калама пултаратăр?
– Чылай ача рекламăна ĕненет, аслă çынсем каланине хăлхана чикмест.
Электронлă сигаретсем валли кăларакан шĕвеке глицерин, пропиленгликоль, ароматизаторсем тата никотин та хушаççĕ. Пирусри, электронлă сигарет шĕвекенчи никотин пĕр пекех сиен кÿрет.
Электронлă чĕлĕм туртакан çамрăксем ахаль пирусах çăвара хыпма пуçлаççĕ. Никотина хăнăхнă çын электронлă сигарет туртнипе нимĕнле те пируса пăрахаймасть.
Хăшпĕр çамрăксем никотинсăр шĕвекпе усă курса туртма пăрахатăп теççĕ, анчах та организм çав-çавах никотин ыйтма пуçлать. Электронлă сигаретăн шĕвекĕнче хими хутăшĕсем пĕрмай организма кĕрсе тăрсан тĕрлĕ чир-чĕр пуçарса яраççĕ.
– Электронлă сигаретсем, вейпсем питĕ сиенлĕ пулнине час-часах асăнаççĕ.
– Чылай çĕршыври ученăйсем электронлă сигаретсем, вейпсем çын сывлăхĕшĕн хăрушă пулнине çирĕплетеççĕ. Электронлă сигарет шĕвекĕнче хура тăхлан, никель, марганец шайĕ пысăк пулнине тупса палăртнă. Формальдегид, акролеин çыннăн клеткинчи ДНК-на сиенлĕ тĕрлĕ мутацисем патне илсе çитереççĕ. Каярахпа йăхра сывă мар ачасем çуралма пултараççĕ. Çак япаласем тĕрлĕ чир-чĕр пуçараççĕ. Çултан çул электронлă сигаретсем сиенлĕ пулнине çирĕплетекен наука тĕпчевĕсем нумайлансах пыраççĕ.
– Саккунра чарусем пур-и?
– 2020 çулхи октябрьте йышăннă саккунпа килĕшÿллĕн, электронлă сигаретсене, вейпсене, кальяна ахаль пируспа танлаштарнă. Çав хатĕрсене пирус пекех обществăлла вырăнсенче туртма юрамасть, интернет урлă сутма чарнă. Çак чарусене пăхăнмасан туртакансене 500–1500 тенкĕ таран штрафлаççĕ.
– Шкул ачисем хушшинче «ĕммелли табак – снюс – пирус туртма пăрахма пулăшать» тенине илтме пулать. Кун пирки мĕн калама пултаратăр?
– Снюс – вĕтетнĕ табака синтетика никотинĕпе пĕрлештернĕ ароматизаторсемпе консервантсем хушнă хутăш. Сигаретпа танлаштарсан унта никотин 10–20 хут нумайрах. Кунсăр пуçне снюсра тĕрлĕ канцерогенлă хими япалисем те пур, çавăнпа вăл сывлăхшăн питĕ сиенлĕ.
Туртма пăрахас тесе снюс йышăнма пуçлани – йăнăш утăм, çын нихăçан та никотин серепинчен хăтăлаймĕ. Малтан чĕлĕм çăвара хыпман çынсем снюс тутанма пуçласан унсăрăн пурăнайми пулаççĕ. Шкул ачисем интернетри рекламăна, унти снюс сиенсĕр, кирек хăш вăхăтра та пăрахма, çак йăларан хăтăлма пулать тесе суйнине ĕненеççĕ. Кĕçĕнрех ÿсĕмри ачасене сиенлĕ хутăша çиелтен тĕрлĕ тĕслĕ хутсемпе чĕркесе сутаççĕ. Никотин хутăшне мармелад, леденец, чăмлак пек туса кăлараççĕ.
Хамăн ĕçре сăнанă тăрăх, наркомани çулĕ çине тăнă çамрăксем маларах нумайăшĕ чăмламалли табак йышăнма пуçланă. Вĕсен организмĕ çав хутăшсене тăтăшах ыйтма пуçланă пирки наркотик çине куçнă.
– Снюс сарас тесе тăрăшакансем, апла-тăк, саккуна пăсаççĕ?
– Раççейре ĕммелли табака 2015 çулта сутма чарнă. Ăна кăларакансем никотин хушнă пулин те чăмламалли хутăшсем çине «табак» сăмаха ниçта та çырмаççĕ.
Патшалăх Канашне саккун шăйрăкĕсене пĕтерме май паракан темиçе проект сĕннĕ ĕнтĕ. Пирус мăкăрлантаракансенчен чылайăшĕ хăй туртнишĕн тарăхать, анчах çав сиенлĕ йăларан хăтăлма кăмăл çирĕплĕхĕ çитеймест. Туртма пăрахас шухăшлă, анчах та çапла тума вăй çитереймен çынсене çапла сĕнес килет%
– Хăвăр пек тĕллев тытнă тепĕр юлташ тупсан çăмăлрах. Пĕр-пĕрне пулăшса, хавхалантарса пыма пулать.
– Ирхине тăрсан, пĕрремĕш сигарета çăвара хыпас туртăма май пур таран каярах вăхăта куçарса пырăр, шыв ĕçĕр, апат çийĕр.
– Туртмалли ан туянăр.
– Зажигалкăсене, пепельницăсене куç тĕлĕнче ан тытăр, пытарăр.
– Шухăшланă кунран тытăнăр.
Туртма пăрахасси хăвăрăн кăмăл çирĕплĕхĕнчен килет. Пурнăç çав тери илемлĕ, çавăнпа та тарăхса мар, савăнса пурăнасчĕ. Апла пулсан мĕншĕн-ха хамăр ĕмĕре те, çынсенне те табак тĕтĕмĕпе кĕскетер?
Республикăри наркологи диспансерĕн тухтăрĕсем чĕлĕм туртакансене кăсăклантаракан ыйтусемпе тÿлевсĕр йышăнаççĕ. Адресĕ: Шупашкар хули, Пирогов урамĕ, 6-мĕш çурт. Çула çитмен çамрăксене Ленин проспектĕнчи 25-мĕш çуртра йышăнаççĕ.
Ноябрь 2024 |