1000 ытла ачана çут тĕнчене килме пулăшнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.07.2021, 13:25 Просмотров: 463

Зинаида Григорьевна Михайлова Анаткас Хапăсра çуралса ÿснĕ, халĕ çав ялтах пурăнать. 1974 çулта Хапăсри вăтам шкула пĕтерсен Шупашкарти медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Фельдшер-акушер специальноçне алла илсен Шупашкарти агрегат завочĕн поликлиникинче икĕ çул ĕçленĕ.

1979 çулхи ака уйăхĕнче вара хамăр района таврăннă. Вăрманкасри ФАПра, каярах, мĕн ĕç пăрахичченех Вăрнарти тĕп больницăри ача çуратмалли уйрăмра вăй хунă. Ялти Валерий Михайловпа çемье çавăрса хĕрпе ывăл ÿстернĕ.

Ĕçĕ канăçсăр пулнă ĕнтĕ. Гинекологсем вăтам персоналтан питĕ çирĕп ыйтнă. Зинаида Григорьевна хăй ĕçне пĕлсе, шанчăклă пурнăçланă. 1000 ытла ача çут тĕнчене унăн аллипе курнă. Пĕррехинче сменăра, çĕрле, тин çуратнă хĕрарăмăн юн кайма пуçланă. Ушкăнĕ пĕр пулнипе усă курса, Зинаида Михайлова хăй юнне васкавлăн çав хĕрарăма парать, ăна çăлса хăварать.

Канăçсăр каçсем сахал мар пулнă. Тепĕр чухне икшер сменăна харăс тухнă. Пĕррехинче пепке кĕтекен хĕрарăм хĕлле ялтан çуранах больницăна утнă. Çул çинчех аптранă, çăмăлланнă. Юрать, мăшăрĕ пĕрлех тата çул çинче ырă çын вĕсене машинăпа ача çураттаракан çурта çитернĕ. Зинаида Григорьевна кирлĕ процедурăсене тунă.

2011 çулта вăл анчах çуралнă ачасемпе ĕçлеме куçнă. Чирлĕ амăшне пăхмалла пирки 2014 çулхи ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче тивĕçлĕ канăва кайнă.

Паянхи куна Зинаида Григорьевна «асанне», «кукамай» ятсене тивĕçнĕ. «Тепĕр чух тĕлĕкре хама ĕçре куркалатăп. Хĕрарăмсем сывлăх сунаççĕ, эпĕ хам тивĕçе пурнăçлатăп», – тет Зинаида Григорьевна.

А.ХАПĂС.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика