Çемьере юратупа ăнлану ăшăтать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.07.2021, 13:35 Просмотров: 740

Çĕнĕ çемье çуралать, йывăç пекех тымар ярса туратсем сарать: йăх тăсăмне – ачи-пăчине – пурнăç парнелет. Çакăнта ĕнтĕ Çÿлти Турă панă пиллĕх, пурнăçăн тĕшшийĕ. Чăннипех те çемьере вăл çыннăн телейĕ: çывăх чун-чĕресем ĕмĕр тăршшĕпех пĕр-пĕрне ăшăлăх парнеленинче, пĕр-пĕриншĕн тĕрек пулнинче, тăван тĕпренчĕкĕсене юратура ÿстернинче... Çак чăнлăхăн тĕрĕслĕхĕ райадминистраци пуçлăхĕн Андрей Тихоновăн Çемье кунне халалланă саламлă сăмахĕсенче те уçăмлăн палăрчĕ.

– Кашни çын хăйне шăпа пÿрнĕ çуррине тупни, юратупа шанчăклăх никĕсĕ çинче çирĕп пĕрлĕх туса хуни – хаклă тупра. Куç пекех упрăр хăвăр телее, пĕр-пĕрне хисеплĕр. Районта ĕçченлĕхĕпе палăрнă, ачисене тивĕçлĕ ÿстерекен, обществăлла ĕçре хастар çемьесем нумаййи вара питĕ савăнтарать, – терĕ вăл Çемье, юратупа шанчăклăх кунне халалланă уявра, пурне те ăнланулăхпа килĕшÿлĕхре пурăнма сунса.

Ку Пĕтĕм Раççейри праçник, календаре 13 çул каялла кăна кĕчĕ пулин те, пирĕншĕн кашниншĕн чи çывăх та çутă уяв пулса тăчĕ. Кăçал та, ырă йăлана кĕнĕ тăрăх, вăл районти тĕслĕхлĕ мăшăрсен чыславĕпе иртрĕ. Тĕп уява вара районти ЗАГС пайĕн специалисчĕсем хатĕрлерĕç. Ăнсăртран мар, тĕрĕссипе, вĕсемшĕн те çак пĕр-пĕрне юратакансен кунĕ çав тери çывăх-çке. Шăпах вĕсем, ЗАГС ĕçченĕсем, пурнăç çулĕпе алла-аллăн утма тупа тунă мăшăрсене, çемье ятне илнине çирĕплетсе, пĕрремĕш саламлаççĕ. Йыш хушăнсан та телейлĕ ашшĕ-амăшне ачан чи пĕрремĕш документне паракансем те вĕсемех. Мĕнпур çыннăн кун-çулне пырса тивекен сăваплă миссие пурнăçлакансем теес килет вĕсене.

Хастарлăхĕпе, тÿрĕ кăмăллăхĕпе ят-сума çĕнсе илнĕ çемьесем вара пирĕн тăрăхра чылай. Чăннипех те район мухтавĕ тата пуянлăхĕ вĕсем. ЗАГС пайĕн мăшăрлану залĕнче çак кун чысланă çемьесен тĕслĕхĕ те çакна çирĕплетет. Вĕсен ячĕпе уявра çепĕç те кăмăллă саламсем, тав сăмахĕсем чарăнмасăр янăрарĕç, хисеплĕ мăшăрсем праçник символĕн – шурă чечекĕн – хÿхĕм çыххисене йышăнчĕç.

– Сирĕн сăнÿкерчĕксем çак илемлĕ мăшăрлану залĕнче вырăн йышăнма тивĕçлĕ. Тин пĕрлешекен çамрăксем сирĕнтен хавхалану илччĕр, çемьене хаклама вĕренччĕр, – терĕ «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорĕ Владимир Свешников мăшăрсене саламласа.

Мăн Явăшри Павловсем, акă, хăйсен шăписене пĕрлештернĕренпе 35 çул савăнăçра та, хурлăхлă самантра та юнашар. Çемье хаклăхĕсене çирĕп упранипе анчах мар, активлăхĕпе, обществăлла ĕçсенче çивĕччипе уйрăлса тăраççĕ. Герман Николаевич – ял хастарĕ, тăван тăрăх чечекленĕвĕшĕн, хăтлăлăхĕшĕн чунтан тăрăшакан çын. Чылай çул ĕнтĕ «Теплокомфорт» обществăн слесарĕнче ырми-канми тимлет. Альбина Васильевна пурнăçне чи сумлă профессипе – ачасене пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани парассипе çыхăнтарнă. Педагогикăри стажĕ – 34 çул. Мăн Явăшри вăтам шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе тимлекен заместителĕ. Çак тапхăрта çĕршер çамрăка пурнăçăн аслă çулĕ çине çирĕп тăма пулăшнă. Хисеплĕ мăшăрăн ĕçри çитĕнĕвĕсемшĕн тивĕçнĕ наградисен пухмачĕ те пуян: патриотизм воспитанийĕнчи ÿсĕмсемшĕн – Раççей шайĕнчи Тав çырăвĕ, Чăваш ен Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин, район администрацийĕн Хисеп грамотисем, тĕрлĕ шайри медальсем...

Ашшĕ-амăшĕн тĕрĕс тĕслĕхне курса тата чун-чĕрисене хывса ÿснĕрен ывăлĕсем те паян çĕршывăн тивĕçлĕ гражданĕсем. Артур шкул хыççăн Петровски колледжĕнче пĕлÿ пухнă, каярахпа професси вĕренĕвне Санкт–Петербургри сервиспа туризм институчĕн филиалĕнче малалла тăснă. Халĕ уйрăм предприниматель. Кĕçĕн ывăлĕ Виктор та юратнă ĕçре тăрăшать. Вăл Шупашкарти электромеханика колледжне пĕтернĕ. «Чи пĕлтерĕшли пирĕншĕн – ачасем туслă пулни, пĕр-пĕрне пулăшса пыни, ашшĕ-амăшне сума суни», – теççĕ Павловсем.

Уйкас Явăшри Ильинсен çемйи те ял-йышра чи хисеплисенчен пĕри. Владимир Петрович нумай çул ял старостин тивĕçĕсене пурнăçлать. Шанăçа тÿрре кăларса, çынсен ыйтăвĕсене татса парассине мала кăларать. Ирина Анатольевна – унăн пурнăçри тĕрекĕ, кил ăшшине упраканĕ. Çемьен кил хуçалăхĕ пысăк, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тăрăшуллă вăй хураççĕ: 8 ĕне, 10 пуç çамрăк выльăх, кил карти тулли кайăк-кĕшĕк тытаççĕ. Ĕçченлĕхĕпе пуриншĕн те тĕслĕх шутланакан мăшăр.

Ильинсем икĕ ывăлпа пĕр хĕре пурнăç парнелесе юратупа ăшăлăхра, ĕçпе пиçĕхтерсе ÿстернĕ. Кашнинех кăмăлпа суйланă профессие вĕренме хавхалантарса пулăшнă. Ывăлĕсем Тимурпа Руслан аслă пĕлÿллĕ, иккĕшĕ те хăйсен вырăнĕсене тупнă ĕнтĕ. Хĕрĕ Маргарита пурнăçне çынсене сиплессипе çыхăнтарма хатĕрленет. Вăл – Шупашкарти медицина колледжĕн студентки.

Çăкаллă Явăшри Людмила Ивановнапа Михаил Гаврилович Бычковсем 31 çул ĕнтĕ мĕнпур йывăрлăха çĕнтерсе çума-çумăн утаççĕ. Аслă çултисемшĕн те, çамрăк ăрушăн та ырă тĕслĕх шутĕнче. Çемье пуçĕ чылай çул колхозра механизаторта вăй хунă. Людмила Ивановна – ăста бухгалтер. Мăн Явăш поселенийĕн депутатсен Пухăвĕн 1–4-мĕш созывĕсен депутачĕ. Паянхи кун мăшăр пысăк хуçалăха тухăçлă тытса пырас çăмăл мар ĕçе кÿлĕннĕ. 6 ĕне, 11 пуç çамрăк выльăх, кайăк-кĕшĕкĕ чылай – наянланма, алă усса ларма вăхăт çук. Михаил Гавриловича, акă, хăй вăхăтĕнче чи лайăх тракторист пулнишĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Хисеп грамотипе те наградăланă.

Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тенешкел, Бычковсен ачисемпе те мухтанма сăлтавĕ пур. Ывăлĕ Денис, сăмахран, компьютер технологийĕсем енĕпе аслă пĕлÿ илнĕ, пултаруллă программист. Хĕрĕсем те хăйсен профессийĕсенче çитĕнÿсем тăваççĕ: Елена – филолог, Анна – журналист.

Районти çак виçĕ мăшăр ячĕпе ЗАГС пайĕнче пысăк уяв иртни ăнсăртран мар. Павловсем, Ильинсем тата Бычковсем кăçал «Юратушăн тата шанчăклăхшăн» медале тивĕçнĕ. Наградăпа тата парнесемпе телейлĕ çемьесене район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн директорĕ Владимир Свешников, Чăваш Республикинчи Регбол федерацийĕн президенчĕ Роман Алексеев тата Мăн Явăш поселенийĕн пуçлăхĕ Юрий Туринге чысларĕç.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика