Вăрмансемпе йĕркене уяса усă курни, вĕсене сиен кÿрессинчен асăрхаттарасси хÿтĕлев службисем енчен пĕрмаях тимлĕхре. Çак кунсенче Чăваш ен Çутçанталăк министерствин патшалăх инспекторĕсем «Вăрман хуралĕ» тата «Вăрнар вăрман хуçалăхĕ» учрежденисен специалисчĕсем хутшăннипе пĕрлехи рейдсене тухнă.
Инспекторсем йывăç хатĕрлеме суту-илÿ договорĕ çырнă çынсем ку ĕçе саккуна пăсмасăр пурнăçланине тĕрĕсленĕ.
Ушкăн Вăрнар вăрман хуçалăхĕн чиккисенчи хăшпĕр участоксене тишкерсе тухнă – шăпах вĕсенче граждансене хăйсене валли йывăç касма ирĕк панă пулнă. Тĕрĕслевçĕсем икĕ делянкăра çитменлĕхсем тупнă-мĕн. Саккунлă йĕркене пăхăнманнисене явап тыттарма халĕ мерăсем йышăнаççĕ.
– Вăрман кодексĕн 16-мĕш статйин 3-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн, вăрман касассине тĕш йывăçа хатĕрлес тата вăрманти санитари, пушар хăрушсăрлăх правилисене уяса пурнăçламалла. Тĕш йывăçа хатĕрлемелли йĕркене пăснăшăн КоАП-ра асăрхаттару пама е административлă штраф хума палăртнă% граждансене – 1–3 пин тенкĕ, должноçри çынсене – 10–30 пин тенкĕ, юридици сăпачĕсене – 50–100 пин тенкĕ. Йывăç-курăка касмалли правилăсене пăхăнманшăн вара штраф виçисем çакăн пек: граждансене – 800-тен 2 пин тенкĕ таран, должноçри çынсене – 5–10 пин тенкĕ тата юридици сăпачĕсене 40–80 пин тенкĕ тÿлеттереççĕ, – ăнлантарать Чăваш ен Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви.
Хальхи вăхăтра, çанталăк шăрăх тăнине кура, вăрманти хăрушсăрлăхпа çыхăннă тепĕр çивĕч ыйту – пушарсем. Статистика кăтартнă тăрăх, кунти инкексен ытларах пайĕ шăпах çынсен айăпĕпе тухать. Çавăнпа та министерство инспекторĕсем ведомствăна пăхăнакан ытти учреждени ĕçченĕсемпе пĕрле вăрман фончĕн çĕрĕсем çинче дежурствăсем йĕркелеççĕ. Çынсене пушар хăрушсăрлăх правилисене ăнлантарассипе те ĕç чарăнмасть% инструктажсем ирттереççĕ, листовкăсемпе памяткăсем сараççĕ.
Аса илтеретпĕр: апрелĕн 25-мĕшĕнчен республикăра пушара хирĕçле уйрăм йĕрке кĕртнĕ. Çак тапхăрта граждансен хăрушлăх IV–V классене çитсен вăрмансене кĕме, вăрман фончĕн çĕрĕсенче тата вĕсем çумĕнчи территорисенче кăвайт чĕртме, кăвар çинче апат пĕçерме, коммуналлă хытă каяшсене, çÿп-çапа çунтарма юрамасть.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |