Çул-йĕр ыйтăвĕ ялта яланах çивĕччисен шутĕнче пулнă. Инфраструктурăна лайăхлатасси-çĕнетесси тимлĕхрен тухмасть, анчах пысăк тăкаксем ыйтать. Вырăнти бюджетсене вĕсене «туртса» пыма çăмăл мар.
Юлашки вăхăтра ыйтăва татса пама пуçаруллă бюджет программи нумай пулăшрĕ. Унчченхи çулсенчи проектсенчен куратпăр, пысăк пайĕ шăпах ялсенчи çулсене йĕркене кĕртессипе çыхăннă. Кунашкал проектсем кăçалхи планра та пур.
Санарпуç ял поселенийĕн информацийĕ тăрăх, кунта пуçаруллă бюджет программипе çул-йĕр проекчĕ пурнăçланнă ĕнтĕ. Санарпуç ялĕнче Тĕп урам тата Заовражнăй тăкăрлăк хушшинчи çулăн участокĕн юсавне ирттернĕ. Объектра муниципаллă контрактпа С.Флегентов уйрăм предприниматель тимленĕ. Ĕçсен пĕтĕмĕшле хакĕ – 760600 тенкĕ.
Çĕрпел тăрăхĕнче пурăнакансем те маттур. Тăван яла хăтлăлатассишĕн чылай тăрăшаççĕ. Çĕрпелти Комсомольская урамра пурăнакансем, акă, хăйсен пуçарăвĕпе икĕ пĕве хушшинче каçă тунă. Унччен кунта велосипедпа та иртеймен пулсан, халĕ машина-тракторпа та хăюллăнах çÿреме пулать.
Ял поселенийĕн администрацийĕ пĕрлехи ĕçе йĕркеленĕ тата хутшăннă мĕнпур хастара тав тăвать.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |