Вăхăт иртнĕçемĕн улшăнса çĕнелнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.07.2021, 13:41 Просмотров: 386

Хальхи вăхăтра мĕн тĕрлĕ календарь çук пулĕ: стена çине çакмалли те, листине кунсерен татса илмелли те, сĕтел çине лартса куçармалли те...

Ача чух пирĕн килте вăл-ку пулнине астумастăп. Пĕррехинче, иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче (ун чухне эпĕ пуçламăш классенче вĕреннĕ), атте каланă сăмахсем аса килеççĕ. «Эпир халĕ Григорий (Григориански) календарьпе пурăнатпăр», – тенĕччĕ. Вăл каланă тăрăх, унпа тĕнчери мĕнпур халăх усă курать иккен.

1949 çулта аслă аппа Тамара календарь туянса килнĕччĕ таçтан. Хусанта пичетленĕскер йăлтах тутарлаччĕ, пирĕншĕн ăнланмаллах марччĕ. Апла пулин те унта кăтартнă кун, хисеп паллисене, хĕвелпе уйăх хăçан тухса аннине пăхкаласах тăнă. Унăн листисене çурса татма хĕрхеннĕ эпир: стена çине çакнăскере çÿлелле кăна хуçлатса пыраттăмăр. Çапла çулталăк вĕçленсен те сая каймастчĕ: малаллах усă курма пулатчĕ.

Халĕ, кĕнеке-журнал вуласа, календарьсем пирки кăсăклине нумай пĕлтĕм.

Пĕрремĕш календарь Авалхи Египетра, 6–7 пин çул каялла çуралнă, теççĕ. Вăл тÿпери уйăх тăхрисем (фазисем) улшăнса пынине пăхса хатĕрленĕскер пулнă. Сăнавсене папирус çине çырса паллă тунă. Вĕсене халăх, пĕтĕмĕшле илсен, çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă. Хăш вăхăтра сухана тухмалла, акмалла-лартмалла, хăçан тырпулпа тымар çимĕç пулса çитет, хăçан пухса илмелле. Çак сăнавсен пуххине каярахпа уйăх календарĕ ят панă. Авалхи тĕпчевçĕсем çапла палăртнă: пĕр çĕнĕ уйăхран теприччен 29 тулли тата çур талăк иртет. Çав вăхăтрах уйăх çулталăкĕ хĕвел çулталăкĕнчен 11 кун кĕскереххине пĕлеççĕ% пĕрремĕшĕнче – 354, иккĕмĕшĕнче – 365 кун.

Авалхи ăслă çынсем çăлтăрсен çулне çырса пырса таблица та хатĕрленĕ. Вĕсен шучĕпе, хĕвел куçнă май çăлтăрсен 12 ушкăнĕнче пулать, çавăнпах çулталăка та çак хисеппех уйăхсене пайланă.

Çĕнĕ эра пуçланичченхи 238 çулта Египет фараонĕ Птолемей унчченхи календаре тÿрлетме йышăну кăларать. Кашни 4 çул иртсен 365 кун çумне тепре хушса 366 кунлă çул тăваççĕ – ăна «високоснăй» теме тытăнаççĕ. Анчах ку календарьпе Египетра мар, авалхи Римра паллă çар пуçĕ тата патшалăх деятелĕ Юлий Цезарь йышăнăвĕпе усă курма тытăнаççĕ. Çавăнпа та Юлий (Юлианский) календарĕ теççĕ.

Тĕплĕрех тĕпчевсем хыççăн астрономсем лару-тăрăва тата тĕрĕсрех уçăмлатаççĕ% çулталăкра – 365 кун та 5 сехет те 48 минут та 46 çеккунт иккен. Календарь тĕрĕсрех пултăр тесе кашни 400 çул хыççăн виçĕ високоснăй куна кăларса пăрахма шутлаççĕ. Усă курма меллĕ пултăр тесе 1700, 1800, 1900, 2100 çулсене високоснăй мар, ахаль çулсем тесе шутлама сĕнеççĕ. Тÿрлетÿсемпе Рим папи, вунвиççĕмĕш Григорий, килĕшнĕ, официаллă çирĕплетнĕ. Çак сăлтавпа календарь те ун ятне «илнĕ» – Григориански пулса тăнă. 1582 çулхи октябрьти 5-мĕш число вырăнне 15-мĕш тесе шутлама тытăннă. Çак уйрăмлăх календарь 10 кун юлса пынипе çыхăннă. Католиксем хуçаланакан çĕршывсенче çĕнĕ календаре хăвăртах йышăннă-ха. Лютерансемпе анкликансем, православи чиркĕвĕсем вара васкаман. Христиансен тĕрлĕ чиркĕвĕсем пĕр-пĕринпе харкашни те пулнă.

Халĕ, ав, чиркÿ календарĕсем те нумай. Тĕн праçникĕсен кунĕсене, хăçан типĕ тытмаллине йăлтах пĕлетпĕр. Ача чухне унашкаллисем пачах пулман. Куçса пыракан уявсем (Мăнкун, Вознесени, Çимĕк) çулсерен расна числапа лекетчĕç те, тепĕр чухне вĕсен тĕрĕс кунĕсене пĕлмен те. Ман атте вара Мăнкун хăçан килессине шутлама Шăхасанта пĕлÿ пухнă çулсенченех пĕлнĕ% унта вĕсене Турă саккунне вĕрентнĕ. Ун чухне атте сăмахĕсене тăна илмен ĕнтĕ. Темиçе çул каялла çеç пĕр журналта интереслĕ статьяна тĕл пултăм.

«... 325 çулхи пĕтĕм тĕнчери духовенство пухăвĕнче йышăннă тăрăх, çурхи кунпа çĕр танлашăвĕ хыççăнхи пĕрремĕш тулли уйăх пулсанах пĕрремĕш вырсарникун Мăнкуна уявлаççĕ. Çапла Мăнкун апрелĕн 4-мĕшĕнчен маларах е май уйăхĕн 8-мĕшĕнчен каярах пулма пултараймасть. Кивĕ стильпе – мартăн 22-нчен апрелĕн 25-мĕшĕччен.

В.ИВАНОВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика