Çынсене пăшăрхантаракан ыйтусемпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.07.2021, 13:43 Просмотров: 412

Социаллă пурнăçпа экономикăран тытăнса чăваш чĕлхи таран – 2 сехет те 25 минута тăсăлнă «тÿрĕ линире» Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев граждансен çак тата ытти темăпа çыхăннă виçĕ теçетке ытла ыйтăвне хуравлама ĕлкĕрнĕ.

Газ пулсанччĕ!

Калаçу газификаци теминчен пуçланнă. Çĕмĕрле хулинче пĕр урамра çĕнĕ çуртсем çĕкленĕ çынсем хăйсене газпа тивĕçтерессе ниепле те кĕтсе илеймеççĕ. Тепĕр тесен, газ кăна та мар – çак урама çĕрле çутса тăмалла тăвас ыйтупа пĕр хĕрарăм Генпрокуратурăна та ыйтупа тухнă.

Олег Николаев çĕмĕрлесен нушине тимлĕ тишкерессине çирĕплетнĕ – газ пулас шанăç пур. Çийĕнчен вăл çĕршыв Президенчĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн газ пăрăхĕсене çынсен хуçалăхĕсен чикки таран илсе çитересси кăçалтан граждансемшĕн тÿлевсĕр пулмаллине тепĕр хут аса илтернĕ.

 

Вакцинаци: хистени сăлтавсăр мар

Çынсене обязательнăй майпа прививка тăвассине Олег Николаев ырламасть, анчах ĕç паракансем хăйсен ĕçченĕсене чиртен вакцинăпа хÿтĕленме хистенине те ăнланать. Предприятисен ĕçлемелле, эпидеми вара ĕçе чарса лартас хăрушлăх пур: е ĕçлетпĕр, е хупăнатпăр – çавăнпа прививка тума хистеççĕ те. Прививка тăвакан стационарсен шутне пысăклатма тивнĕ – вĕсем халĕ 58. Çавăн пекех мобильлĕ 12 стационар, мобильлĕ 58 ушкăн ĕçлеççĕ.

 

Нумай ача – нумай ыйту

Çивĕч ыйту – нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕпе тÿлевсĕр тивĕçтересси. Олег Николаев пĕлет: ялсенче ку енĕпе çивĕчлĕх çук, пысăк хуласенче пурăнакансене лаптăксем парасси вара питĕ чăрмавлă. Мĕншĕн тесен нумай ачаллисем йышлă, хуласенче çĕр сахал. Çавăнпа районсенче сĕнеççĕ те. Анчах пăшăрхантаракан самант пур: панă лаптăксенче çынсем çурт-йĕр çĕклеме васкамаççĕ: «Электричество, шыв, газ – эпир инфратытăм валли бюджетăн пысăк укçине тăкаклатпăр, анчах çынсем стройка пуçармаççĕ – бюджет укçи сая кайнă пек...»

Çынсене çĕр лаптăкĕ вырăнне укçа тÿлес ыйтăва çĕкленĕ – сÿтсе яваççĕ. Олег Алексеевич татăклăн палăртнă: ку çынсене паракан право пулмалла – çĕр вырăнне саплаштару укçине илме пултарччăр, çапла тума никама та ирĕксĕрлемĕç.

 

Совет Союзĕнчи шая та çитеймеççĕ

Пысăк инвестици проекчĕсем, тĕпрен илсен, тĕп хулара кăна пурнăçланни, пĕчĕк хуласенче, районсенче унашкаллисем çукки пирки пăшăрханса панă ыйту авторĕ те тулли хурав илнĕ. Олег Алексеевич çакă ăна хăйне те пăшăрхантарнине пытарман. Çавăнпа ĕнтĕ кашни районăн, хулан инвестици проекчĕсене пурнăçламалли майĕсене тĕплĕ хаклассине, вĕсен инвестици паспорчĕсене хатĕрлессине пуçарнă.

Кашни районпа хулара индустри паркĕ, технопарксем кирлĕ. Ку енĕпе те ĕçлеççĕ. Патăрьел районĕнче хăватлă агропарк пулмалла – хамăр тăрăхра туса илекен ял хуçалăх продукцине вырăнтах тирпейлемелле. Çавнашкал парк Çĕрпÿ районĕнче те хута каймалла, анчах, асăрхаттарчĕ Олег Николаев, «унта пурăнакансемпе администрацин калаçса татăлмалла».

 

«Качака сукмакĕ» хăçанччен?

Çынсене, паллах, чи малтан хăйсем пурăнакан вырăн хăтлăхĕ кăсăклантарать. Шупашкарти «Хĕвеллĕ» микрорайонта пурăнакансем, авă, шкул пуласса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Тата – çуран çул нуши.

Çĕнĕ шкулсем «Хĕвеллĕ» микрорайонта кăна мар, ытти çĕрте те кирлĕ. Олег Николаев Университет микрорайонĕнче шкул тăвассипе çыхăннă йышăну пуррине çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне, тĕп хулара тата 5 шкул тума пуçламалла: «Акварель», «Радужный» микрорайонсенче, Çĕнĕ хулара – концесси мелпе.

 

Çынсем хваттерсĕр юлмĕç

Пурăнмалли кĕтеслĕ пулмашкăн пая кĕрсе тăкакланнă, анчах шантарнă хваттерсене кĕтсе илеймен çынсен ыйту нумаййине те ăнланмалла. «Альянс-Недвижимость» компани пирки кăмăлсăр калаçу пулнă: строительсем ĕçлемеççĕ, пирĕн вара ипотека тÿлемелле… Олег Николаев лару-тăрăва лайăх пĕлет: «Çак компани панкрутлăхĕпе çыхăннă ĕçе суд тишкерет, анчах хваттерсене пурпĕр туса пĕтерĕпĕр, çынсем хваттер илĕç».

Олег Алексеевич «Лидер» строительство компанийĕ çинче чарăнса тăнă. Çак компани те панкрута тухас хăрушлăх пулнă, регион ертÿçи ку ыйтупа хăй темиçе канашлу ирттернĕ. Телее, «Лидер» строительствăна малалла тăсса 2022 çулта вĕçлемелли майсене тупнă, «çавна май эпир те тавăçа каялла илтĕмĕр».

 

Чĕлхене упрамалла, аталантармалла

Чăваш чĕлхи пирки ЧР Пуçлăхĕнчен кашни пресс-конференцире тенĕ пекех ыйтаççĕ. Ун шухăшĕпе, ăна упрас енĕпе кăна мар, аталантарас тĕлĕшпе те мерăсем йышăнмалла. Иртнĕ çулталăкра, ун шучĕпе, ку енĕпе чăннипех нумай тунă. Чăваш телекуравĕ, радио, чăвашла хаçатсем пур – вĕсем хайхи ыйтăва татса памашкăн пулăшма тивĕç.

Социаллă пурнăçпа культура, вĕрентÿ объекчĕсене реконструкциленĕ май халĕ вĕсене чăвашлатас тĕлĕшпе тимлĕх пурри куçкĕрет. Тĕп хула сăн-сăпатне чăвашлăх сĕмĕ кĕртме ăнтăлни те куç умĕнчех. Ун шучĕпе, грамматика çине мар, чăвашла калаçма пĕлни çине ытларах пусăм тумалла.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика