Коронавирусран прививка тутармалла е çук – унтан ытла тавлаштаракан ыйту çук пулĕ паянхи кун. Çемьесенче те пĕрремĕш вырăна тухать вăл, ĕç коллективĕсенче те калаçу çакăн çинченех, хăть лавккана е обществăлла транспорта кĕр – унта та пулин прививка пиркиех хĕрсе кайса сÿтсе яваççĕ. Пĕршухăшлăх патне тухма йывăр иккен: çынсем икĕ ушкăна пайланнă.
Вакцинацие хирĕççисем хăйсем ку мероприятирен пăрăннипе пĕрлех ыттисене те ун сиенне ăнлантарма тăрăшаççĕ. Сăмах-юмахĕ вара мĕн тĕрли сарăлман пулĕ. «Ку прививкăна пĕтĕм этемлĕхе пĕтерме шутласа кăларнă. Вăл çыннăн генĕсене ылмаштарать, çамрăксене «хими кастрацийĕ» тăвать...» – хĕремесленсех ăнлантарчĕ редакцие пĕлтерÿ пама килнĕ пĕр арçын. Хăй медицинăпа нихăш енчен те çыхăнман-ха, вуçех те аякра тăракан çын, ăна-кăна юсаса çÿрекенскер. Прививка организма çакăн пек «аркатнине» ăçтан пĕлет тулĕк – паллă мар.
Вакцинаци витĕр тухнисем вара чир сарăлсах пынишĕн нумай чухне пĕрремĕш ушкăнрисене ÿпкелеççĕ. Пурте пĕрле хÿтĕленменрен ĕнтĕ йывăр амака çаплипех путлантараймастпăр, обществăлла вырăнсенче, лавккасенче, ĕç вырăнĕсенче инфекци сарăлать, теççĕ.
Çапла, кашнин хăйĕн тĕрĕслĕхĕ. Хăйĕншĕн мĕн кирлĕреххине тата усăллăраххине йышăнма кашниннех право пур. Анчах тавлашу тавлашупа та, чирĕ вара ниçта та çухалмасть. Юлашки вăхăтра, ак, инфекци ернĕ тĕслĕхсем улшăнми пысăк. «Эпидемиологи лару-тăрăвĕ кăткăс, анчах хальлĕхе стабильлĕ. Коронавирус çирĕпленнисен хушăмĕ 0,22 процентпа танлашать, талăкра вăтамран 63 çын чирлет. Пандеми пуçланнăранпа вара вĕсен шучĕ Чăваш енре 28 пин ытла çынна çитнĕ, – çакăн пек хакларĕ республикăри кăтартусене сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, иртнĕ эрнекун республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене хуравланă май. Лару-тăрăвăн çивĕчлĕхне кура вакцинаци темипе онлайн-режимпа «тÿрĕ лини» иккĕмĕш хут иртрĕ.
Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, июлĕн 16-мĕшĕ тĕлне республикăра вакцинацие 214 пин те 885 çын пуçланă, вĕсенчен 137 пин те 250-шĕ икĕ компонентне те вĕçленĕ. «Çак хăрушă чире пирĕн çĕнтермеллех. Унпа кĕрешмелли шанчăклă мел пĕртен-пĕрре – пысăк йышпа прививкăпа хÿтĕленсе коллективлă иммунитет тăвасси», – терĕ вăл. Сăмах май, «тÿрĕ линие» хутшăннисем пурте тахçанах «СпутникV»-пе вакцинациленнине, ун хыççăн нимле япăх пулăмсем те палăрманнине пĕлтерчĕç.
– Эпĕ хама питĕ лайăх туятăп. Прививка нимпе те канăçсăрлантармарĕ. Социаллă сетьсенче мана вакцина вырăнне шыв янă тесе те çырчĕç. Пĕлместĕп, ăçтан тупăнаççĕ çавнашкал ăссăр шухăшсем? Кама кирлĕ ахальтен сăмах сарни? Чирпе шÿтлеме вăхăт мар халь. Хамăр çинчен кăна мар, аслă çулсенчи атте-анне, çемье, ачасен, коллективра пĕрле ĕçлекенсен сывлăхĕ пирки пăшăрханмалли тапхăр патне çитрĕмĕр. Вĕсемпе эпир кунĕпех пĕрле, талăкĕпех тачă хутшăнатпăр. Хăвăр эсир чире çăмăллăн ирттерсе ярсан та, вĕсем, уйрăмах ытти чир-чĕр пуррисем, йывăррăн нушаланма пултараççĕ. Курнăçланса, ыттисенчен уйрăлас тесе е ытти сăлтавпа мар, шăпах çывăх çынсен пурнăçĕшĕн хăраса прививка тума шутланă эпир, – çирĕплетрĕ «тÿрĕ лини» ыйтăвĕсене хуравланă май Алла Салаева вице-премьер та. Республикăра пурăнакансене вăл, гражданла яваплăха туйса, коллективлă иммунитета йĕркелеме хăйсен тÿпине хывма чĕнсе каларĕ.
«Тÿрĕ линие» шăнкăравласа çитнисене чи малтанах прививка хыççăн мĕнле пулăмсене «кĕтмелли» кăсăклантарчĕ. Вакцина çине организм хăйнеевĕрлĕ «хурав» панинчен хăрама кирлĕ маррине Тĕп хула больницин тĕп врачĕ Татьяна Маркелова уçăмлă ăнлантарчĕ. Прививкăсен кирек мĕнле тĕсĕ пекех коронавирусран хÿтĕлекенни хыççăн та тĕрлĕрен реакци – температура хăпарни, алă ыратни е чикни, вăй-хал пĕтни... – пулма пултарать. Иммунитет хăйнеевĕрлĕхне кура – уйрăмах çамрăкрах çынсен. Çакă йĕркеллĕ, вăхăтлăх пулăм, терĕ тухтăр.
Вăл юлашки вăхăтра халăхра «популярлă» пулса тăнă сас-хурана та вирлĕн сирчĕ. «Вакцина яртарнă çынсем инфекцие вăйлă ертеççĕ, вĕсем коронавируса тĕп саракансем тени суя сăмах кăна. Пачах урăхла, ку çынсем яваплă, прививкăн кирлĕлĕхне лайăх ăнланаççĕ, çывăх çыннисен сыхлăхĕ пирки пăшăрханаççĕ», – терĕ çине-çинех Татьяна Маркелова.
Калаçу темиçе хутчен те ачасемпе çамрăксене вакцинацилесси патне таврăнчĕ. Алла Салаева вице-премьер пурне те шантарсах каларĕ% республикăра ачасене хистесе коронавирусран прививка тăвасси пирки сăмах пымасть. Тĕрлĕ хирĕçле калаçусем, интернетра саракан информаци – каллех сас-хура-мĕн. Çав вăхăтрах Алла Леонидовна педагогсене çуллахи каникул тапхăрĕнче вакцинаци тухма сĕнчĕ. Капла сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕренÿ организацийĕсенче ушкăнпа иммунитет йĕркелетĕр, ачасене те хÿтлĕхпе кĕтсе илетĕр, терĕ.
«Тÿрĕ линире» çавăн пекех прививкăна çырăнасси тата тепĕр чухне больницăсенче черетсенче хăшкăлни, хăш вакцинăна суйласа илмелли, хистевлĕ майпа прививка тутарнă тĕслĕхсенче хăйсен прависене хÿтĕлесси тата ытти пирки ыйтусем пулчĕç.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |