Кун-çул кустăрми пĕр тикĕс кусмасть. Пĕр кана, ав, яка çулпа та уттарать, тăтăшрах вара – чăрмавсем кăларса такăнтарать. Ураран та ÿкерет, апла пулин те çĕкленсе малаллах талпăнма хистет. Ершепуçĕнчи Петр Арсентьевич Синдячкинăн пурнăç çулĕ умне те мĕн чухлĕ нуши-терчĕ, йывăрлăхĕ тухса пыман пулĕ.
Çак кунсенче 90 çул тултарнă хисеплĕ ватăн кун-çулĕн кашни тапхăрĕ – хурлану саманчĕсем те, телейĕ-савăнăçĕ те – асĕнчех. Çав тискер саманари ытти шăпăрланăнни пекех унăн ачалăхне вăрçă татнă, ирсĕр фашист пĕчĕклех ашшĕсĕр хăварнă. Ачаран тертлĕ ÿснĕскер çăкăр хакне лайăх ăнланнă, ĕмĕрĕпех ĕçре пиçĕхнĕ. Çавăнпах ĕнтĕ пурнăçра тĕл пулнă нимле йывăрлăх та ун кăмăл çирĕплĕхне хуçайман. Тăхăр теçеткене хыçа хăварнăскер паян та маттур, малашлăха шанчăкпа пăхать, çывăх çыннисен ăшшипе хавхаланса пурăнать.
Петр Арсентьевич çак ялтах, Ершепуçĕнчех, хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ Арсентий Ефимович тата амăшĕ Мария Спиридоновна ачисене ура çине тăратас, ытлă-çитлĕ ÿстерес тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр çĕр çинче тар тăкнă, выльăх-чĕрлĕхне тытнă. Урăхла май та çук: çемйи йышлă-çке – виçĕ ывăлпа икĕ хĕр. Анчах нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕршыва вăрă-хурахла тапăнса кĕни ку çемьен пурнăçне те пуçхĕрлĕ ылмаштарнă. Ашшĕ тăван çĕре хÿтĕлеме тухса кайнă чух Петĕр вуннăри ача кăна пулнă, чи кĕçĕн шăллĕ – Валера – вара çулталăкран çеç иртнĕ. Кĕтсе илеймен вĕсем ашшĕне вăрçă хирĕнчен – Арсентий Ефимович 1943 çулта Смоленск облаçĕн Ярцевски районĕнчи Антипово ялĕ çывăхĕнчи çапăçусенче паттăррăн пуçне хунă.
Мĕн тăвас-ха – шăпа çырнинчен иртеймĕн. Ирсĕр вăрçа пулах ачасен вăхăтсăр аслăланма тивнĕ ун чухне. Вуннăри Петĕрĕн, асли пулнă май, ним шухăшсăр савăнас-выляс вырăнне çемье пуçĕн тивĕçĕсене хăйĕн ача хулпуççийĕсем çине тиеме лекет. Кĕçĕн шăллĕсемпе йăмăкĕсем пĕринчен тепри пĕчĕк, амăшне вĕсене ура çине тăратма пулăшмалла. Нимĕнле ĕçрен те пăрăнман арçын ача: пĕчĕкрех чух малтан лашасене пăхма çÿренĕ, каярахпа колхоз ĕçĕсенче хăй лашапа вăй хунă. Аслă Çĕнтерĕве çывхартас, фронта мĕнпур кирлипе тивĕçтерес тесе аслисемпе тан тăрăшнă.
Ĕçрен чăнах та нихçан та хăраман Петр Арсентьевич. Çавăнпах ĕнтĕ ял-йышра яланах хисепре. Ĕмĕр тăршшĕпех ял хуçалăхĕнче – тăван колхозра, совхоз-техникумра – тимленĕ. Çав вăхăтрах мăшăрĕпе, Нина Константиновнапа, çирĕп хуçалăх тытса пынă. Пахчи-анкартийĕ, картиш тулли выльăх-чĕрлĕхĕ – çителĕклĕ пурăнма вăй-хал сахал мар тăкма тивнĕ. Ачисене те хăйсен тĕслĕхĕпе кĕçĕн çулсенченех ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ. Тăватă ывăла çут тĕнче парнеленĕ Синдячкинсем, анчах, шел, пĕрне шăпа вăрăм кун-çул пÿрмен – пурнăçĕ пĕчĕклех татăлнă.
– Петр Арсентьевичăн ывăлĕсем ашшĕ пекех хастар, кирек мĕнле ĕçре тăрăшуллă. Ашшĕ-амăшĕн ятне нихçан яман. Асли, Николай, 20 çул ытла Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче, Василий «Чувашия» санаторире тимлеççĕ. Иккĕшĕ те коллективра – ырă шутра. Виталий – милици ветеранĕ, нумай çул шалти ĕçсен районти пайĕнче эксперт-криминалист пулса службăра тăчĕ. Çемьере хушăнса пыракан çамрăк ăру вара йăха малалла тăсаканĕ: Петр Арсентьевичăн куç тулли 6 мăнукпа 3 кĕçĕн мăнук. Шел, мăшăрĕ, ку савăнăçа унпа пĕрле пайлаймасть. Вăл 8 çул юнашар çук ĕнтĕ% йывăр чире пула 2013 çулта пурнăçран уйрăлнă.
– Ачаран аттепе мухтаннă эпир: çав тери ĕçчен çын вăл. Сăмахран, хăй ĕмĕрĕнче икĕ çурт хăпартса лартма пултарнă. Иккĕмĕшне, ак, 1976 çулта çĕкленĕ: ачасем çемйисемпе, мăнуксемпе йышпа килсе çÿреччĕр, пÿрте тултарччăр, тетчĕ. Халĕ те, 90 çултан иртсен те, ахаль лараймасть: кил-терĕшре ăшталанать, пахчара та вăй çитнĕ таран тăрмашать, – ашшĕ çинчен ăшшăн каласа пачĕ аслă ывăлĕ Николай.
Сумлă юбилее Петр Арсентьевич, паллах, юратнă çемйин ытамĕнче кĕтсе илнĕ, ачисемпе мăнукĕсенчен, тăванĕсенчен ырă та ăшă сăмахсене йышăннă. Анчах кĕтмен парне те пулнă уншăн çак кун – тыл ĕçченне 90 çулпа саламлама районти культура ĕçченĕсен «Салам» ушкăнĕ килсе çитнĕ. Артистсем ун ячĕпе хăйсен репертуарĕнчи чи илемлĕ юрăсене шăрантарнă, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм парнеленĕ. Çав тери савăннă ватă çын хăйне çакăн пек чыс тунишĕн. «Ытла та маттур пирĕн артистсем. Юрри-ташшипе чăннипех савăнтарчĕç. Çак илеме курнипе пурăнас та пурăнас килет», – тет Петр Арсентьевич, «Салам» ушкăн артисчĕсене тав туса.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |