Аманнă ачалăх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.07.2021, 14:13 Просмотров: 810

Вăрçă ачисен шучĕ чаксах пырать. Ялсенче вĕсене халĕ алă пÿрнисем çинче шутласа кăларма пулать. Пăртас ялĕнче те нуша курса ÿснĕ вăрçă ачисем нумаййăнах мар. Вĕсен хушшинче – Анна Романовна Кумалякова.

Пĕррехинче çапла чылай вăхăт калаçнă май Анна Романовна асаилÿ авăрне путрĕ те пурнăçĕнчи хăшпĕр самант çинчен каласа пама тытăнчĕ, хăйĕн пархатарлă кун-çулне куç умне кăларчĕ.

Унăн ĕмĕрĕ савăнăçĕ-телейĕпе тулли, тĕрлĕрен пулăмпа пуян. Анчах пачах та çăмăл килмен кун-çулĕ. Ырă кунĕсемпе пĕрлех йывăр саманчĕсем черетленнĕ, хурлăхне те курнă.

– Эпĕ 1941 çулта, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă тапхăрта, çуралнă. Халĕ 80 çулта. Вăрçă çулĕсенче, хыççăн та пурнăç йывăр пулнă, – пĕлтерчĕ Анна Романовна.

– Аттене астумастăп, – шывланнă куçне сăмса тутăрĕпе шăлса илчĕ Анна аппа. – Эпĕ ун чухне виçĕ уйăхра çеç пулнă. Анне каланă тăрăх, атте чирленĕ, вăрçа кайма повестка та килнĕ. Анчах çав вăхăтра атте вилсе кайнă. Ăна кÿршĕ арçыннисем фронта кайиччен пытарса хăварнă. Аннене пире çитĕнтерме пĕрре те çăмăл пулман. Эпир виççĕн тăрса юлнă: Мария акка, Петĕр пичи тата эпĕ, Анна. Атте ачашланине, ăс вĕрентнине курма пÿрмен пулсан та ун пилĕпе пурнăç çулĕ тăрăх тÿрĕ чунпа утрăм, – тет сăпайлăн ырă чунлă хĕрарăм. Вăл ашшĕн сăнÿкерчĕкĕ çуккишĕн питĕ пăшăрханать. Амăшĕ тĕпренчĕкĕсене ура çине тăратас тесе мĕнпур вăйне панă, колхозра ырми-канми ĕçленĕ, лашапа çÿренĕ.

– Вăрçă хыççăн та пурнăç çăмăл марччĕ, çиме çăкăр, тăхăнма тумтир çукчĕ. Эпир ачалăхра выляса савăнаймарăмăр, тăраниччен çăкăр та çиеймерĕмĕр, –пĕлтерчĕ Анна Романовна. 

Вăл вăхăтра аслисем ĕçе кайсан ачасене час-часах пÿрте хупса хăварнă. Пĕчĕк Аня та килте час-часах пĕччен юлнă. Пĕррехинче темле майпа ăна уй-хире пĕрле илсе кайнă. Çав кун вăйлă çумăр çунă, аслати кĕмсĕртетнĕ. Вĕсен пÿртне çиçĕм çапнă, анчах та çунсах тухман, кăмакана кăна аркатнă. Телее, Аня унта юлман, мĕн пулатчĕ-ши çавăн чух пĕчĕк чунпа?

Анна Романовна Пăртасри шкулта пĕлÿ пухнă.

– 1947 çулта шкула кайрăм. Пире çамрăк учительница Анастасия Архиповна Алексеева вĕрентетчĕ, вăл ачасене питĕ юрататчĕ. Çырма алăран тытса хăнăхтаратчĕ. Урасем йĕпенсен пирĕн тăласене кăмака çумне çакса типĕтетчĕ (эпир ун чух çăпатапа çÿренĕ), – шкул вăхăтне куç умне кăларчĕ Анна Романовна. – Чернилне пичче юман çăпанĕнчен хатĕрлесе паратчĕ. Шкулта сивĕ пулнипе чернил пĕр сехет хушшинче шăнса хытатчĕ. 86-мĕш номерлĕ перопа çыраттăмăр. Хĕлле чÿречесем ним курăнми пăрпа витĕнетчĕç. Пурпĕрех пĕлÿ пухас тесе кашни кунах шкула чупаттăмăр. Вĕреннĕ чухне те, киле кайсан та мĕн çимелли пуçран тухмастчĕ, – иртнине аса илчĕ вăрçă ачи.

Шкултан килсен хĕрачан кăмака хутма лекнĕ, пÿрчĕ питĕ сивĕ пулнă. Анчах вучĕ çук, вăрмана кайма тивнĕ. Юрать, вăрманĕ çывăхра. Пуçламăш класра вĕреннĕ чухнех ачасем хăрăк турат пуçтарма çÿренĕ, юр ăшĕнче ишсе халран кайнă. Ял çывăхĕнче вут-шанки пĕтсен вара шăпăрлансем инçерех кайнă. Çыхă туса хулпуççи çине хурса йăтса килнĕ. Чĕрĕ шĕшкĕ е ытти йывăç тураттисене пуçтарнине вăрманçă курсан, çунашкасене туртса илни е касса ваклани çинчен те пĕлтерчĕ Анна аппа.

– Пĕррехинче çунашкапа вутă тиесе килсен кăмака улмипе уйран çирĕм. Хам тарланăччĕ, шăнса кайнăран кăмака çине хăпарса выртрăм. Апай ĕçрен килчĕ те% «Мĕншĕн ун пек выртатăн, вутă татнă пулсан, ăшăнаттăнччĕ», – терĕ. Вăл мана ÿпкелесе мар, хĕрхенсе каланă çак сăмахсене, – калаçăва малалла тăсрĕ Анна акай.

Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче урана çăпата анчах сырнă.

– Пичипе апай тăрăшнипе çăпаталлă пултăм. Вăл та часах çĕтĕлсе каятчĕ, – палăртрĕ Анна аппа. Ун чухне ăна тума та нушаччĕ. Вăрмана кайса çăка туратне каснă, пушăт тунă. Анчах çак ĕçе вăрттăн тума тивнĕ. Вăл вăхăтра вăрмана хуралланă% вăрманçă алăри япаласене йăлтах туртса илнĕ, парса яман, штраф тÿлеттернĕ. Мăйăр, йĕкел пуçтарма та хăранă. Мăйăрне çинĕ чух та аслăраххисем çăвара хупса катмаллине асăрхаттарсах тăнă – каллех вăрманçăран шикленнĕ. Йĕкел пуçтарнă вăхăта лексен хутаççипех илсе кайма пултарнă.

Çав çулсенче патшалăха сĕт, çăмарта, аш-какай памалла пулнă. Енчен те вăхăтра татăлаймасан сурăхсăр та хăварнă. Налук тÿлемесен – çĕвĕ машини, кĕрĕк е сăхман илсе кайнă. Килте ĕне тытсан та çу çиеймен, мĕншĕн тесен патшалăха памалла.

– Пичи çĕрĕк çĕрулми пуçтарса килетчĕ, эпĕ вара тасататтăмччĕ. Сарă хуртсем те тухкаланă, вĕсене илсе пăрахаттăмăр та апай ĕçрен килсен икерчĕ пĕçерсе паратчĕ. Ай, тутлăччĕ вара, – аса илчĕ Анна Кумалякова. – Пирĕнтен инçех мар пĕр пушă пÿрт пурччĕ. Унта вăрçăран тарса килнĕ майрапа хĕрĕ Аля пурăнатчĕç. Апай «Ленинград майри» тесе чĕнетчĕ ăна. Йывăр вăхăтра та вĕсен хĕрĕ çатма икерчи çиетчĕ, пире тутанса пăхтаратчĕ. Эпир вара çĕрĕк улмаран пĕçернĕ икерчĕпе хăналаттăмăр. Вăл тутлă тесех çиетчĕ. Пичи çамрăксене вăрмана ĕçлеме илсе çÿретчĕ. Апай улма пĕçерсе тĕветчĕ те чашăк çине хурса, тутăрпа çыхса мана пичине апатлантарма яратчĕ. Пускил хĕрарăмĕсемпе пĕрле каяттăмăр, вĕсен ывăлĕсем те пичипе пĕрле ĕçлетчĕç.

Пиччĕшĕ салтака кайсан Аннăна тата йывăр килнĕ. Амăшĕпе пĕрле 6–7 çултах колхоз хирне çÿренине паянхи кун та манаймасть.

– Мария акка качча кайнă хыççăн килте Петĕр пичи, Мария инке тата апай пурăнаттăмăр. Пĕррехинче инкепе Кĕперлĕ ялĕ патне хуратул çулма кайрăмăр. Апай бригадир çăкăр илсе пырать тесе кăларса ячĕ. Çур литр уйран чикрĕмĕр те тухса утрăмăр. Кунĕпе кĕтрĕмĕр-кĕтрĕмĕр, кĕтсе илеймерĕмĕр. Хамăр вара питĕ выçрăмăр. Çавна нихăçан та манас çук, – ача чухнехи йывăр тапхăра аса илни куççуллентерчĕ Анна Кумалякована.

Çичĕ çул вĕренмелли шкулпа сывпуллашсан вăл вăтам пĕлÿ илме ĕмĕтленнĕ, анчах та пурнăç йывăр пирки май килмен. Алла тивĕçлĕ документ илсенех хуçалăх ĕçне кÿлĕннĕ. Ĕçчен хĕр пуçа усса ларман, çулла Вăрнарти кирпĕч заводĕнче вăй хунă.

– Кашни кун вунă çухрăм çурран утаттăмăр. Савăнăçлă çамрăклăх. Каçхи сменăна та çÿреттĕмĕр. Кайнă е килнĕ чух юрлама юратнă. Тăмне карьертан вагонеткăпа турттаратчĕç. Çавна вара икшер кирпĕчĕн çапса кăларса тиесе паратчĕç. Эпир вĕсене типме рельссем тăрăх сарайне илсе каяттăмăр. Рельсран анса ларни те пулкаланă. Хамăр тĕллĕнех патаксемпе усă курса вырнаçтараттăмăрччĕ, – каласа пачĕ Анна Романовна.

Кĕркунне, кирпĕч çапма пăрахсан, тăван ен уй-хирĕнче тар тăкнă. Пурнăç пыл та çу килмен, çапах та авăнсан та хуçăлман. Аслисемпе тан вăй хунă, çурлапа алă кастарни те пулнă. Çамрăксем каникулта кăна мар, уроксем хыççăн та уя çĕрулми пуçтарма кайнă, йĕтем çинче авăн çапнă. Анна аппа каласа панă тăрăх, пĕкĕпе улăм йăтнă. Улăм ури çине хăма тăрăх хăпарнă, вăй çитменнипе час-часах ÿкни те сайра мар. Вăй хунăшăн кăшт çăкăр панă, çавăнпа та ачасем те, аслисем те колхоз ĕçне пикеннĕ.

16 çула çитсен Анна килтен тухса кайнă. Смоленск чукун çулĕ çинче тăрăшнă.

– Поликлиникăра комисси черетĕнче тăнă чух пĕр ватă хĕрарăм каласа панине астăватăп. Хулана пĕтĕмпех çунтарчĕç, пĕр чиркĕве анчах тивмерĕç, тенĕччĕ. Комисси хыççăн пире хăшне-пĕрне киле ячĕç – чирлисене тупрĕç. Пирĕн чукун çул çинчи хăйăрлă-чуллă çĕре тасатмаллаччĕ. Унтан чул пăрахатчĕç те çĕнĕ çул саратчĕç. Вăт çапла çуллахи вăхăтра ĕçлеттĕмĕр. Укçине лайăх тÿленĕ пек туйăнатчĕ. Ялта эпир нухрат курман тесен те юрать. Шалу илсенех пĕр пĕчĕк яла сĕт-çу туянма каяттăмăр. Çурчĕсенче урай хăми те çукчĕ. Вĕсем вăрçă хыççăнхи çулсенче питĕ йывăр пурăннă, – терĕ Анна Романовна.

Анна аппа Смоленск облаçĕнче тимленĕ вăхăтра хăй мĕнле майпа пĕрремĕш кĕпе çĕлесе тăхăнни пирки те пĕлтерчĕ.

– Пĕрле тăрăшакан Елчĕк хĕрĕсем çĕвĕ енĕпе питĕ ăстаччĕ. Пĕри пусмаран кĕпе касса пачĕ те ăна алăпах çĕлесе пĕтертĕм. Сăнÿкерчĕкĕ халĕ çемье архивĕнче упранать. Кĕркунне çитсен хĕл каçма Мускава илсе кайрĕç. Эпир вара яла таврăнтăмăр, тăван тăрăха питĕ каяс килетчĕ, – асаилÿ çăмхи сÿтĕлнĕ май пурнăçа куç умне кăларчĕ Анна Кумалякова.

Яла таврăнсан вăл колхозра нумай çул вăй хунă, унтан – шкулта техничкăра. Çăмăл пулман. Çурçĕр иртни виçĕ сехетре шкула çитсе кăмака хутма тивнĕ. Кăнтăрла вутă тиеме кайнă, каçалапа кăна таврăннă. Килсен, мĕн çĕрлечченех классенче тирпейленĕ.

1960 çулта Пăртас каччипе Елизар Иванович Кумаляковпа çемье çавăрнă. Пĕрне-пĕри савакансем пилĕк ачана кун çути парнеленĕ. Ачисемпе савăнать вăл. Ывăлĕ-хĕрĕсем пирки яланах ăшă сăмахпа пуплет. Вĕсем халĕ çемьеллĕ, тĕрлĕ профессине алла илнĕ.

– Елизар Ивановичпа алă çул ытла килĕштерсе пурăнтăмăр. Шел те, вăл пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ, – терĕ Анна Романовна.

Ачаранпах ĕçре пиçĕхсе ÿснĕскер, ĕç ветеранĕ паянхи кун та ал усса лармасть, картиш тулли чăх-чĕп усрать, пахчаçимĕç çитĕнтерет, тутлă апат пĕçерме, тĕрлĕ япала çыхма юратать, çĕвĕ машинипе те çĕлеме кăмăллать, çăм арлать. Анна Романовна – маттур, анлă тавракурăмлă чăваш хĕрарăмĕ. Ăна пурте хисеплеççĕ. Вăл тăван кил ăшшине упраканĕ. Анна акай хăйĕн çывăх çыннисене пĕр тĕвве чăмăртанма пулăшать, паха тĕслĕх кăтартать. Ывăлĕпе 4 хĕрĕ, кинĕ, кĕрÿшĕсем, 8 мăнукĕпе 9 кĕçĕн мăнукĕ, тăванĕ-пĕтенĕ ун патне час-часах пырса çÿреççĕ. Вăл çынсемпе питĕ тарават. Хăйĕн патне хăнана килекенсене яланах ăшă кăмăлпа кĕтсе илсе ăсатса ярать.

О.ИВАНОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика