Çуллахи хĕвел Питрав кун питĕ илĕртÿллĕн ташласа таса тÿпенелле кармашнă чух эпир, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн пайташĕсем тата çамрăк тав-рапĕлÿçĕсем, пурĕ 18 çын, çулçÿреве тухрăмăр. Канаш, Вăрнар, Элĕк районĕсене çитрĕмĕр.
Пирĕн машина, те хăйĕн нумай çĕре çитмеллине туйса-ши, хăвăртлăхне ÿстерсе, Шупашкартан Канашалла çил пек вĕçтерчĕ. Пире кашнинех пĕр ыйту хумхантарчĕ% паян мĕнле çынсемпе тĕл пулса, вĕсенчен çĕннине, ăша юлмаллине илĕпĕр?
Канаш районĕнчи Энтриялĕнчи 83 çулти Викентий Волков таврапĕлÿçĕпе курнăçрăмăр. Ун хыççăн эпир вĕри чĕреллĕ поэтăмăрăн, Çеçпĕл Мишшин, çуралнă ялне васкарăмăр. Кунта ун вилĕмсĕр йĕркисем чуна тивмелле янăрарĕç, палăк умне улăхра пуçтарнă чечек çыххисене хутăмăр. Поэтăн килĕ умĕнче – стела. Эпир ун умĕнче, чарăнса Çеçпĕлĕн пурнăçне тишкерсе, уйрăм саманчĕсене аса илтĕмĕр, чечексем хутăмăр. Çеçпĕл Мишшин музейĕнче Ирина Егорова 20 çул кунти стендсемпе экспонатсене çĕнетсе пуянлатас, упраса хăварас тесе тăрăшать.
Канаш районĕнчен çул Вăрнаралла выртрĕ. Кĕçех пире тĕп трассăран айăккинерех вырнаçнă Хурăнсур Çармăс ялĕ хăй ытамне йышăнчĕ. Пире кĕтсе илекенсенчен пĕри – Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнă, «Хорнзор» колхоз ертÿçи Федор Кузьмин. 1989 çултанпа унăн пурнăçĕ тăван ялĕпе, колхозпа тачă çыхăннă. Хăйĕн ĕçне чунĕ ыйтнă пек тăрăшуллă пурнăçласа Федор Григорьевич тăван ял сăнне палăрмалла çĕнетрĕ, пуянлатрĕ. Çав вăхăтрах канăçа пĕлмен ертÿçĕ тепĕр сăваплă ĕçе туса пырать% май тата вăхăт тупса вырăнти фронтовиксем çинчен кĕнекесем кăларать, чуна хумхантармалли палăксем ларттарать. Унăн «Память народа», «Хорнзор – Берлин 1941–1945 г.г.» кĕнекисем ентешĕсемшĕн, чăннипех те, питĕ пысăк парне. Ялтан инçех те мар вырнаçнă улăхра Михайлов ертсе пынă археологсен ушкăнĕ çĕр айĕнче 80 м тарăнăшĕнче нефть пуррине палăртнă. Анчах унăн калăпăшĕ сахалрах пулнипе, ĕçне йĕркелесси хакла ларассине шута илсе, скважинăсем лартма тăхтанă. Çĕре чавнă вырăнта халĕ кÿлĕ çуталса выртать. Эпир çитнĕ çĕре ку улăхра ÿплесем, тип курăкпа енĕсене хупланă павильон, курăс тĕркисемпе, тĕшмĕш япалисемпе (выльăх-чĕрлĕхĕн пуç шăммисем) аваллăх сăнне кĕртнĕ. Çĕре чавса тунă вучахран таврана тутлă шăршă сарăлать. Аваллăхпа паянхи кун сăнарĕсем чунсене тыткăнлаççĕ. Хурăнсур Çармăсри тĕлпулусем апат лаççинче вĕçленчĕç. Питрав ячĕпе пусса хатĕрленĕ така шÿрпи, çăка чечеккинчен вĕретсе техĕмлетнĕ кăпăклă сăра пурин кăмăлне те килчĕ. Пысăк тав çĕнелсе пыракан яла, колхоза, унăн хастар ертÿçине Федор Кузьмина. Вăл ăста таврапĕлÿçĕсен наградине илме тивĕçлĕ пулчĕ.
Хыççăн пире «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн музейĕнче пулма тÿр килчĕ. Кунта курмалли-тĕлĕнмелли чылай% экспонатсем, сăнÿкерчĕксем, ытти документсем заводăн тĕрлĕ çулсенчи аталанăвĕпе çитĕнĕвĕсене кăтартаççĕ. Кăçал вăл реконструкцире çĕнелнĕ, тĕрлĕ площадкăсемпе пуянланнă.
Сар хĕвел анăçалла сулăнать, пирĕн çул малалла Элĕк еннелле выртрĕ. Йăранар ялĕ çывăхĕнчи Тени кÿллипе килентĕмĕр. Халăх хушшинче ăна Чăваш Байкалĕ е Шурă кÿлĕ теççĕ.
Элĕк районĕнчех сăртлă-çырмаллă вырăнта Йăранар ялĕ сарăлса ларать. Унта çывăхри таврара хисеплĕ çын Владимир Антонов ĕç ветеранĕ пурăнать. Мĕнпе паллă-ха вăл? Чăвашлăхшăн чунтан кĕрешекен çын, унăн йăли-йĕркисене пурнăçра усă курма, çамрăксене вĕрентсе хăварма пур енлĕ тăрăшать.
Пирĕн çулçÿрев каç пуласпа Элĕк çĕрĕ çинче вĕçленчĕ...
Нина ЕРИЛЕЕВА,
таврапĕлÿçĕ. Йĕпреç районĕнчи Пысăк Упакасси ялĕ.
Ноябрь 2024 |