РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева пенсипе социаллă ыйтусем тавра видеоконференци ирттерчĕ.
Вăл каланă тăрăх, кăçал страховани пенсийĕсене палăртнă вăхăтран маларах индексациленĕ. Унчченхи çулсенче ку ĕç-хĕле февралĕн 1-мĕшĕнчен пурнăçланă пулсан, халĕ январĕн 1-мĕшĕнчен 3,7 процент ÿстернĕ. Çавăн пекех тивĕçлĕ канăва кайма шут тытнă ĕçлекен пенсионерсемшĕн те лайăх йышăну тунă. 2018 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ĕçрен кайнă пенсионерсен пенсине тепĕр уйăхранах индексацилеме тытăнаççĕ. Сăмахран, пенсионер январьте ĕçлеме пăрахнă пулсан, вăл ку уйăхри тата февраль, март, апрель уйăхĕсенчи хушма тÿлеве май уйăхĕнче илĕ.
Федераци çăмăллăхçисене уйăхсерен паракан тÿлеве февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2,5 процент индексацилеççĕ.
Апрелĕн 1-мĕшĕнчен 4,1 процент ÿстерме палăртнă.
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен ĕçлемен пенсионерсен социаллă пенсисен вăтам виçи 7953 тенкĕпе танлашнă.
2018 çулта ашшĕ-амăшĕ паллă мар ачасем валли çĕнĕ социаллă пенси вăя кĕрет. Кунашкаллисен йышне амăшĕсем пăрахса хăварнă, тупнă ачасем кĕреççĕ. Вĕсен пенсийĕсен виçи тăлăх ачасемпе тан – 10068 тенкĕ те 53 пус пулĕ. Пенсие 18 çула çитиччен тÿлĕç. Енчен те ача пĕр-пĕр вĕренÿ учрежденийĕнче кăнтăрлахи уйрăмра вĕренет пулсан, 23 çула çитиччен социаллă пенси парĕç.
Кăçалхи çултан страховани пенсийĕ илмешкĕн ĕç стажĕ 9 çултан кая мар пулмалла тата пенси балĕ 13,8 кирлĕ. Пенси формулировкипе килĕшÿллĕн 2025 çулччен кирлĕ стаж çулсерен 1 çул ÿсĕ. Пенси вăхăтне çитсен пенси балĕпе стаж çитмесен страховани пенсине каярахпа кăна парĕç. Социаллă пенсие хĕрарăмсем 60 çултан, арçынсем 65 çултан илсе тăма пуçлĕç.
2018 çулта Чăваш енре пурăнакансене пенсипе социаллă тÿлевсем пама 60 миллиард тенкĕ уйăрнă.
Юлашки çулсенче Пенси фондĕнче электрон пулăшу ĕçĕсене аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вĕсемпе интернет пулăшнипе кирек хăш вăхăтра, кирек хăш вырăнта, килтен тухмасăрах усă курма май пур.
РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕ Р.Кондратьева журналистсен ыйтăвĕсене те хуравларĕ.
Юрий КОРНИЛОВ.
Октябрь 2024 |