Халăхпа тĕл пулчĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.01.2018, 10:10 Просмотров: 537

Ĕнер районта, пĕтĕм республикăри пекех, Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Ял çыннисемпе, ĕç коллективĕсемпе йĕркеленĕ тĕлпулусенче Чăваш ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвне анлăн тишкерчĕç.

Районти культура ĕçченĕсемпе ирттернĕ калаçура Чăваш ен культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Анатолий Тимофеев регион Пуçлăхĕ хăйĕн Çырăвĕнче республика аталанăвне хывăнакан тĕрлĕ енлĕ ĕçсене палăртнине, пур отрасль ыйтăвне çивĕч çĕкленине каларĕ.

Культура тытăмне илес пулсан та, юлашки çулсенче чылай ĕç пурнăçланă. Клубсен ĕçĕсене çĕклессипе тĕрлĕ программăсем ĕçлеççĕ. Анатолий Валерьевич вĕсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

Район администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Ирина Алексеева Вăрнар тăрăхĕнче те сахал мар ĕç тунине палăртрĕ. Пĕлтĕр акă тăватă культура çурчĕ юсавра çĕнелнĕ, районта çĕнĕ кинозал уçăлнă. Кăçал тата тăватă ялти клуба юсав планне кĕртнĕ.

Районти историпе краеведени музейĕн директорĕ Елена Шарипова музейсем тĕлĕшпе мĕнлерех çĕнĕлĕхсем пулассипе кăсăкланчĕ. Министр çумĕ вĕсене аталантарма хальлĕхе вырăнтан пуçарусем сахалрах пулнине, ку ыйтăва тимлĕхе илессине асăнчĕ.

Ку информаци ушкăнĕ çавăн пекех Упнер тата Аçăмçырми ял поселенийĕсенче ĕçленĕ.

Районти информаци ушкăнĕсене Чăваш ен Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов ертсе пынă. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонид Николаевпа Ершепуçĕнче, Çĕрпелте, Хирпуçĕнче тĕлпулусем ирттернĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика