Чăваш Республикин патшалăх ĕç инспекцийĕ иртнĕ çул юридици сăпачĕсем тата уйрăм предпринимательсем тĕлĕшпе 1023 тĕрĕслев ирттернĕ. ,ç законодательствине пăснă 3849 çитменлĕхе тупса палăртнă.
2017 çулта 14356 ĕç çыннине шалу тÿлессине тăсса янă, пĕтĕмĕшле сумма – 446531,67 пин тенкĕ.
Прокуратура органĕсем ĕç саккунĕн требованийĕсене пăснăшăн пуçарнă административлă ĕçсем тăрăх должноçри 1075 çынна, 455 юридици сăпатне, 254 уйрăм предпринимателе штраф хурса айăпланă.
Патшалăх ĕç инспекцийĕ йĕркелесе пыракан реестра пăхсан, кăçалхи январĕн 9-мĕшĕ тĕлне республикăри 16 организацире шалу тĕлĕшпе 78,713 млн тенкĕ парăм пурри паллă.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |