Пĕр ĕçре темиçе ăру тăрăшни – пархатарлă. Хастарсене пĕрлештере-кен паха ен – профессие чун-чĕререн юратни. Унсăрăн ашшĕ-амăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ çулĕпе кам кайĕ? Аслисен ырă тĕслĕхĕпе çамрăк ăру та хавхаланать, йăх-несĕл ятне çÿлте тытать.
Чукун çул çинче тăрăшаканăн ĕçĕ уйрăмах йывăр. Апла пулин те ку отрасльте тимлекенсем – профессие пĕтĕм чунтан парăннă çынсем. Вăрнар станцийĕнчи дежурнăйсемпе калаçнă хыççăн çак шухăш пушшех те хытă çирĕпленчĕ. Кунта этемлĕхĕн черченкĕ çурри яваплăха туйса вăй хурать.
– Чукун çулсене «транспорт артерийĕсем» тенипе килĕшетĕп. Чăнах та, вĕсене пула Раççей регионĕсем, тĕрлĕ çĕршывсем пĕр-пĕринпе çыхăнаççĕ, – терĕ Мария Романова. – Çакă, паллах, экономикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Акă поезд сасси илтĕнсе кайрĕ. Кĕçех вакунсем те курăнма пуçларĕç. «Китайран килекен поезд», – хушса хучĕ Мария Николаевна.
Чукун çул станцийĕн дежурнăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ – хастарлăх тĕслĕхĕ. Графикпа килĕшÿллĕн кунта икĕ сменăпа тăрăшаççĕ. Дежурнăйсен хурçă магистраль тăрăх груз тата пассажир поезчĕсене пĕр чăрмавсăр çÿрессине йĕркелемелле. 12 сехет управлени пульчĕ умĕнче лармалла. Йăнăшма юрамасть. Ĕç вырăнне автоматизациленĕ. Специалистсен ĕç сыхлавĕн правилисене, хăрушсăрлăх требованийĕсене çирĕп уямалла. Кăткăс лару-тăруран хăвăрт тухма пĕлмелле. Кĕскен каласан, чăн-чăн командир пулмалла. Станци дежурнăйĕсем тăрăшнăран чукун çул транспорчĕ расписание пăхăнса çÿрет. Çынсем тата тиевсем кирлĕ çĕре палăртнă вăхăтра çитеççĕ.
Мария Романова – чукун çул ĕçченĕсен династийĕнчен. Ку отрасльте 2006 çултанпа вăй хурать. Унăн амăшĕ, Валентина Миронова, ĕмĕр тăршшĕпех билет кассирĕнче тимленĕ. Мария Николаевнăн аппăшĕ те, Надежда Муратова, Вăрнар станцийĕнчех ĕçленĕ, приемосдатчикра тăрăшнă. Мăшăрĕ Николай Муратов чукун çул çинчи рабочисен бригадирĕнче вăй хунă. Муратовсен хĕрĕ Анастасия Яковлева та, пĕчĕкренех çывăх тăванĕсен ĕçĕпе кăсăкланнăскер, хăйне урăх профессире курман. Мускаври гуманитарипе экономика институтĕнчен вĕренсе тухсан куçăмсăр майпа Улатăрти чукун çул транспорчĕн техникумĕнче пĕлÿ пухнă. Пĕлтĕртенпе Вăрнарти станцире тимлет.
Тÿрĕ кăмăлпа тата хавхаланса пурнăçлакан ĕç кăмăл-туйăма çĕклет. «Чун туртнипе профессие суйларăм. Эпĕ телейлĕ», – терĕ Анастасия Николаевна ăшшăн кулса.
Станцири тепĕр маттур дежурнăй – Валентина Никифорова. Красноармейски районĕнче çуралса ÿснĕ. Раççей чукун çулĕсем çинче 1988 çултанпа ĕçлет. Паянхи кун та унра иксĕлми хастарлăх тапса тăрать. Чылай çамрăка професси ăсталăхне туптама пулăшнă. Валентина Афанасьевнăн мăшăрĕпе хĕрĕн пурнăçĕ те хурçă магистральпе çыхăннă. Вĕсем Мускав облаçĕнче тăрăшаççĕ.
– Никифоровсен ĕç династине малалла мăнуксем тăсасса шанас килет, – çирĕплетрĕ Валентина Афанасьевна.
Ноябрь 2024 |