Çын ăс-тăнĕ нумай вырăна мĕнле те пулин пĕлтерĕшлĕ символпа асра хăварать.
Мускав çинчен калаçнă чухне эпир Хĕрлĕ площаде аса илетпĕр, Францие Эйфель башнипе, Китая Хупă хулапа тата Аслă Китай стенипе çыхăнтаратпăр. Çуралнă тăрăх нумай чухне тăван килпе, çывăхри вăрманпа тата пĕвепе аса килет. Ытларах вĕсем – чĕрене кĕрсе вырнаçнă вырăнсем. Çынран хăй пурăнакан çĕрти паллă япалана асăнма ыйтсан вăл кăмăлпах пурте пĕлекен объектсене пĕлтерет.
Ман тăван Чăваш енĕн тата Шупашкар хулин символĕ – Амăшĕн монуменчĕ. Ăна ачисене хÿтĕлекен мĕнпур аннене халалланă.
Тăвансем патне хăнана кайнăччĕ. Ун чухне эп çиччĕре пулнă. Каçхине Шупашкар заливĕ çывăхĕнче уçăлса çÿрерĕмĕр. Ун чухне эпĕ ку скульптурăна пуçласа куртăм, вăл мана мăнаçлăхĕпе тата илемĕпе тыткăнларĕ. Анне палăкĕ 46 метр çÿллĕш, каçхине ун тавра тĕрлĕ çутă ялкăшать. Каярах эпĕ ку скульптурăна Владимир Нагорнов архитектор ертсе пынипе 2003 çулта çĕклесе лартнине пĕлтĕм.
Çакăн пек паллă вырăнсем пулни аван. Эпир вĕсемпе мăнаçланатпăр. Раççейĕн ытти регионĕнче тата ют çĕршывра пурăнакансем те Чăваш ене çак монумент тăрăх пĕлеççĕ.
Кира ПЕТРОВА, 6-мĕш класс.
Ноябрь 2024 |