Çĕр çинчи кашни çыннах кирек епле ĕçре чыс-сум çĕнсе илме пултарать. Чи кирли – профессие чун-чĕререн парăнни. Кăмашри ветеринари лечебницинче тимлекен Борис Леонтьев тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăран ĕçтешĕсем хушшинче хисепре. Ăна юратнă профессийĕ пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма пулăшнă.
Борис Николаевич – Кăмпалта çуралса ÿснĕ. Вăл ятлă-сумлă йăхран. Ăна харсăр та хăюллă пултăр тесе тетĕшĕн ятне панă. Ашшĕн шăллĕ, паттăр салтак Борис Леонтьев, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Новороссийск хулине хÿтĕлесе пуçне хунă. Ветеринарăн ашшĕ те Николай Леонтьевич фронтра пулнă. Артиллери чаçĕнче тăнă. Курск пĕккинче нимĕç фашисчĕсемпе çапăçнă. Вилĕме куçран пăхнă. Шел те, хĕçпăшал командирне тăшман снарячĕн ванчăкĕ хытах амантнă. Пĕр ура лапписĕр тăван киле таврăннă. Борис Николаевичăн ашшĕн вăрçăри паттăрлăхĕ çинчен çар журналисчĕ Антип Николаев «Салтак чĕрин астăвăмĕ» кĕнекере те çырса кăтартнă иккен.
Николай Леонтьевич хăйĕн малаллахи кун-çулне культурăпа çыхăнтарнă. Библиотекарьте нумай çул тăрăшнă. Пĕчĕк чухне Борис вулавăшран тухма пĕлмен, илемлĕ литературăна каçăхса кайсах вуланă.
Пĕр килте çиччĕн ÿснĕ. Туслăн пурăннă. Пысăк йышпа кил хуçалăхĕнчи пĕтĕм ĕçе хăвăрт пурнăçланă. Кĕтÿ-касу пăхнă чух арçын ачана пуян та илемлĕ улăх-çаран, тулăх уй-хир савăнтарнă. Борисăн ачалăхĕ çутçанталăк ытамĕнче, чĕрчунсен тĕнчинче иртнĕ.
1965 çулта Хăмăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкултан вĕренсе тухнă. Яш каччă ветеринар профессийĕпе хытах кăсăкланнăран Вăрнарти ял хуçалăх техникумне çул тытнă.
– Пире ăста педагогсем вĕрентнĕ. Вĕсем ăс-тăн пани халĕ те асрах, – терĕ Борис Николаевич.
Общежитие хальхи пек кăвак çулăм ăшăтман. Вĕренекенсем хăйсем те вут татнă, кăмака хутнă, çапах та студент çулĕсем хаваслă иртнĕ.
– Пире, çамрăксене, инçетри çулçÿрев романтики илĕртрĕ пулас. Алла диплом илсенех Сахалина кайрăмăр. Пирĕн ушкăн «Шурăмпуç» совхозра ĕçлеме тытăнчĕ. Манăн тепĕр икĕ уйăхран салтак атти тăхăнма вăхăт çитрĕ, – çирĕплетрĕ Борис Николаевич.
Çар служби Приморье крайĕнче танк чаçĕнче иртнĕ. Хĕсметре Кăмпал каччин ÿт-пĕвĕ пиçĕхнĕ, кăмăлĕ çирĕпленнĕ. Унăн пилĕк шăллĕ те Тăван çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе пурнăçланă. Борис Леонтьев аслă пĕлÿ кирлине ăнланса 1971 çулта Хусанти ветеринари институтне вĕренме кĕнĕ. Кунта паллă академик-профессорсем таранах лекцисем вуланă. Наука кружокĕсем йĕркеленĕ. Чăваш ен çамрăкне уйрăмах кроликсем çитĕнтерес ĕç кăсăклантарнă. Вăл ку енĕпе Хусанта вĕреннĕ чухне нумай ăс пухнă. Çĕньял Хапăсра пурăнаканскер, халĕ те кил хуçалăхĕнче кроликсем ĕрчетет. Борис Леонтьевăн çемйи мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх те усрать.
Каламалла, Кăмпал каччи студент çулĕсенче пултарулăх анинче те пĕрремĕш утăмсем тунă. Тăванлăх, çамрăклăх пирки шăрçаланнă пирвайхи сăвă йĕркисем. Паянхи кун та поэзипе кăсăкланать.
Борис Николаевич ашшĕ-амăшĕн ырă ятне çĕре ÿкермест, кун-çул тилхепине яланах çирĕп тытать. Вăл çемье тĕрекĕ те, мăнукĕсене ăс парса ырра вĕрентекенĕ те.
Унăн ĕç стажĕ пысăк. Чылай çул Кăмашри ветлечебницăра вăй хурать. Борис Леонтьевпа пĕрле Елизавета Григорьева заведующи тата Людмила Толмасова ветфельдшер тăрăшаççĕ. Ĕçченсем хăйсен участокĕнчи 14 ялти мăйракаллă шултра выльăхăн сывлăхне асăрхаса тăраççĕ. Профилактика мероприятийĕсене вăхăтра ирттереççĕ. Чĕрчунсене сыватассишĕн те ырми-канми тăрăшаççĕ. Кирек мĕнле çанталăкра та чирлĕ выльăхсене пулăшу пама васкаççĕ.
– Çынсен тав сăмахĕ – чи пысăк хаклав, – тет Борис Николаевич.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |