Вăрçă çулĕсенче Вăрнарти 3065-мĕш эвакогоспиталь ĕçлеме пуçланăранпа сентябрĕн 6-мĕшĕнче 80 çул çитет
Вăрçă пуçланнă кунах çивĕч ыйту тухса тăнă: аманнă тата чирлĕ хĕрлĕ армеецсемпе командирсене сиплеме госпитальсем чылай кирлĕ пулаççĕ. Çавна май 1941 çулхи июнĕн 23-мĕшĕнче Чăваш АССР Сывлăха сыхлас ĕç халăх комиссариачĕ васкавлă лару ирттернĕ. Унта хамăр республикăра эвакогоспитальсем уçас ыйтăва пăхса тухнă. Мускав çар округĕ пирĕн тăрăхра 3820 койка лартмалăх вунă ытла эвакогоспиталь йĕркелеме палăртнă. Анчах вĕсен хисепне ÿстерме кирли паллă пулнă. Çапла, пирĕн республикăра 4550 койкăлăх 15 эвакогоспиталь йĕркелеме йышăннă.
Чăваш АССР Халăх комиссарĕсен совечĕ Вăрнар районне эвакогоспиталь валли васкавлăн çурт-йĕр хатĕрлеме хушнă. Çавна май 1941 çулхи июлĕн 31-мĕшĕнче халăх депутачĕсен район Совечĕн ĕçтăвкомĕн хупă ларăвне ирттернĕ. Унта эвакогоспиталь валли çурт-йĕр тупасси çинчен ыйту пăхса тухнă. Ăна валли Вăрнарти ялхуçалăх шкулĕн çуртне уйăрма йышăннă. Кунта 100 койка вырăнне 60 кăна вырнаçтарма май килнине шута илсе, тĕксе çурт туса хута яма кирлине палăртнă. Çав тĕллевпе 2800 тенкĕ уйăрма пăхнă. Çурта августăн 20-мĕшĕ тĕлне хатĕрлесе çитерме хушса хăварнă.
Вăрнар поселокĕнче 3065-мĕш эвакогоспиталь ачасен шăмăпа туберкулез санаторийĕнче уçăлнă. 1941 çулхи сентябрьте вăл аманнисемпе чирлисене йышăнма тытăннă. Малтанлăха кунта 200 койка пулнă. Вырăн çитменнипе унăн тепĕр уйрăмĕ ĕçлеме пуçлать. Ăна ялхуçалăх шкулĕнче йĕркеленĕ.
Госпиталь виçĕ уйрăмран тăнă. Ачасен санаторийĕнче, пĕрремĕш уйрăмра, операцисем тунă, иккĕмĕшĕнче чирлисем выртнă. Виççĕмĕш уйрăма – вăл ялхуçалăх шкулĕнче вырнаçнă – сывалса пыракансене куçарнă. Вĕсене шкул коллективĕпе вĕренекенсем шефа илнĕ.
3065-мĕш эвакогоспитальте, тĕпрен илсен, Мускав çар округĕнчен янă воинсем сипленнĕ. Вăрçă çулĕсенче – 1800 ытла. Кунта ытларах эвакуаципе килнĕ врачсемпе медсестрасем ĕçленĕ. Малтан госпиталь начальникĕнче Василий Демидович Демидов тимленĕ. 1941 çулхи ноябрьтен ăна Мускав çынни Натан Яковлевич Похисов ертсе пыма тытăннă. Комиссарĕ – Вăрнарти Андрей Михайлович Михайлов. Начальникăн медицина енĕпе ĕçлекен заместителĕ пулма Прокопий Яковлевич Сусликова шаннă. Унччен вăл санаторире тĕп врачра ĕçленĕ. Культмассовик – Шупашкарти Софья Матвеевна Поляева. Хирурги уйрăмĕн начальникĕнче медицина наукисен кандидачĕ, ЧАССР Сывлăха сыхлас ĕç халăх комиссариачĕ çумĕнчи госпиталь Совечĕн членĕ Г.Г.Шнейдер вăй хунă. Р.М.Конович – хирург. Шкул çуртĕнче, виççĕмĕш уйрăм заведующийĕнче, Вера Григорьевна Саламатова ĕçленĕ. Вăл Вăрнар район больницин тĕп врачĕ пулнă. Аптека заведующийĕнче А.Троицкая, ассистентра тата рецепторта О.С.Лазоренко тимленĕ. Врачсем% Зинаида Алексеевна Павлова, Сергей Иванович Белевин, Иван Петрович Петров, Ольга Васильевна Кононкова (Мускавран), Елизавета Гавриловна Сусликова, Ольга Владимировна Шевченко.
Эвакогоспитале уçнă тĕле опытлă пĕр хирург та пулин тупасси тĕп тĕллев шутланнă. Пĕрремĕш хирург – Т.С.Толубева. Шăл врачĕ – Т.А.Савельева, фтизиатр – Т.С.Семенова, клиника лабораторийĕн специалисчĕсем – С.В.Сигал тата Р.А.Андреева. Госпитальте А.Л.Лейзерович врачпа А.Степанова медсестра ирттерекен физкультурăпа сыватмалли опыта пысăка хунă.
Салтаксене хăвăртрах сыватса ура çине тăратассишĕн медсестрасем ывăнма пĕлмен. Вĕсем% Надежда Александровна Киселева (Улатăртан), Александра Федоровна Ильина (Харьковран), Мария Прокопьевна Прокопьева (Калининăран), Нина Мироновна Белякова (Етĕрне районĕнчи Хурамалтан), Таисия Емельяновна Емельянова (Шăхасантан), Марфа Федоровна Половцева (Улатăртан), Ольга Евдокимовна Громова, Римма Андреевна Андреева, Анна Ивановна Шокина, Варвара Михайловна Михайлова, Ефросиния Васильевна Прокопьева, Евдокия Ивановна Белкина, Татьяна Николаевна Иванова, Евгения Куприяновна Долгова, Людмила Георгиевна Лебедева, М.Флегентова тата Н.Чичварина (пурте Вăрнартан).
Санитаркăра ытларах вăрнарсем вăй хунă% Раиса Федоровна Кудисова, Ольга Николаевна Никитина (кайран пенсие тухичченех 29-мĕш ПТУра ĕçленĕ), Мария Константиновна Константинова, Антонина Павловна Рыксова, Валентина Михайловна Китаева.
Сăмах май каласан, госпитальте медсестрасем врачсенчен 4–5 хут ытларах пулнă. Пĕтĕм йывăрлăх медсестрасен хулпуççийĕсем çине тиеннĕ тесен те йăнăш мар. Вĕсем ăшă сăмахсемпе те аманнă боецсемпе командирсене çунатлантарнă, хăвăртрах сывалма пулăшнă. «Ыркăмăллăх сестрисем» тенĕ вĕсем пирки кунта сипленекенсем.
Сывалнă хыççăн боецсене чаçсене каялла янă. Вĕсем çар службине юрăхлине Канашра вырнаçнă çарпа врач комиссийĕ палăртнă.
Паллах, вăрçă çухатусăр пулмасть. Вăрнарти эвакогоспитальте йывăр сурансене пула 28 салтакпа офицер вилнĕ. Воинсене поселок масарĕнче пытарнă. Вĕсем% А.Н.Попов, М.Г.Зорин (Удмурт АССРĕ), И.Е.Куртлиевский, П.С.Красилов (Челябинск облаçĕ), Е.П.Щуплов (Мускав), А.И.Соколов (Кострома облаçĕ), И.И.Платонов (Ставрополь крайĕ), П.К.Аношин, М.В.Лосев, Г.М.Протасов (Мордва АССРĕ), А.Ф.Чингизов (хамăр республикăри Çĕмĕрле районĕ), Е.И.Лысенко, Селех Ханов (Тутар АССРĕ), В.Ф.Тесленко (Орджоникидзе облаçĕ), Д.А. Григорьев, Н.М.Рубцов (Тула облаçĕ), А.А.Литвинов (Курск облаçĕ), И.В.Вятнов (Мускав облаçĕ), А.Я.Срулевич (Ташкент), М.Н.Владимиров (Калинин облаçĕ), М.В.Васильев (Коми АССРĕ).
Училищĕре вĕренекенсем вилнисенчен вунулттăшĕн тăванĕсене шыраса тупнă, вĕсемпе çыхăну тытнă.
1943 çулта пирĕн çарсем фашистсене анăçалла хăвалама тытăннă май эвакогоспитале чирлисемпе аманнисем сахалтарах килме тытăнаççĕ. Çавна май ытти çĕрти пекех Вăрнартине те хупма йышăннă. 1943–1944 çулсенчи вĕренÿ çулĕ пуçланиччен кунта çар лазаречĕ ĕçленĕ. Вăл техникум патĕнче тăнă çар подразделенийĕн нушисене тивĕçтернĕ.
Ноябрь 2024 |