Пир çине вăл ача-пăча ÿнер шкулĕн художество уйрăмĕн преподавателĕн Елена Есенцеван тата районти историпе краеведени музейĕн директорĕн Елена Шарипован хастарлăхне пула хывăннă.
Вăрнар район карттине вĕсем июльте тĕрлеме тытăннă. /керчĕке малтанах пуçа тăхăнмалли хатĕрсен (масмакпа сурпан) мотивĕсем хывăннă.
Чăваш тĕрринчи пекех картта çинче кашнин эрешĕ хăйнеевĕрлĕ пĕлтерĕшпе уйрăлса тăрать. Çипсен тĕсĕсем, символĕсем иртнине, хальхине тата пуласлăха пĕрлештереççĕ. Фрагментсенчен пĕринче Вăрнар район гербĕ «çырăннă».
Хĕрарăмпа арçын фигурисене Праски Виттин картинисенчен пăхса тĕрленĕ. Сăмах май, çак уйăхра ентеш-художник 85 çулхи юбилейне паллă тăвать.
Тĕрленĕ картта çине çавăн пекех районти аслă предприятисенчен пĕри – Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ – хывăннă. Ăна «Август» компанин бренчĕн тĕсĕсемлĕ çулçисем уйăрса илме май параççĕ.
Халăх маçтăрĕсем тĕрленĕ район картти – Чăваш енĕн пĕрлехи карттин пĕр пайĕ. Вăл 3 метр сарлакăш, 3 метр тăршшĕ пулмалла. «Тĕрленĕ Чăваш ен» акцие Чăваш наци музейĕпе «Паха тĕрĕ» фирма пуçарнă.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |