Статистика даннăйĕсем тăрăх, кăçалхи çур çулта Чăваш енри агропромышленность комплексĕнче 20449 çын (пĕлтĕрхи çак тапхăрти шайăн 98,1 проценчĕ) тăрăшнă.
Ял хуçалăх отраслĕнче 9902-ĕн тимленĕ. Ку вăл 2020 çулхи январь – июнь уйăхĕсенчи шайăн 95,8 проценчĕ кăна. Республикăри хуласенчи хăшпĕр вĕрентÿ учрежденийĕсенче студентсем çитмеççĕ. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа бюджет вырăнĕсем пурри те аграри техникумĕсене илĕртмест.
Чăваш енре пурăнакансем уй-хирсенче, фермăсенче мар, апат-çимĕç продукчĕсем тата ĕçмесем кăларнă çĕрте тăрăшма кăмăллаççĕ. Ку ĕçсенче вăй хуракансене ытларах шалу тÿленĕ% çав тапхăрта 30–34 пин тенкĕрен иртнĕ. Ĕç çыннисен йышĕ чакман.
Паллах, АПК тытăмĕнче тăрăшакансен те шалу ÿснине палăртмалла. Вăтам ĕç укçи 28779,4 тенкĕпе е пĕлтĕрхи çур çултин 117 проценчĕпе танлашнă.
Ял хуçалăх отраслĕнче те кăтартусем ырă енне улшăннă – вăтам шалу 26368,4 тенкĕ (109,1%) тÿленĕ.
Елена ТОЛСТОВА.
Ноябрь 2024 |