Ял çыннин тĕрлĕ ыйтупа тăтăшах район центрне килмелле. Влаç органĕсем, социаллă учрежденисем, анлă пулăшу паракан больница, пасарĕ... – пĕтĕмпех поселокра.
Анчах ял-поселенипе Вăрнар хушшинче автобус çыхăнăвĕ çук-тăк, ăçта кайса кĕмелле-ха? Машини пурин те çук, таксипе пĕрмаях ярăнма вара хакĕсем «çыртаççĕ». Çакăн пирки пăшăрхансах ĕнтĕ «Вăрнар–Мăн Явăш» маршрута хупни çинчен район хаçатне çырса пĕлтернĕччĕ ку тăрăхра пурăнакансем.
Çынсен кулянăвне шута илсе, тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов ку маршрутпа турттараканпа тĕл пулнă, рейса çĕнĕрен уçас ыйтăва хускатнă. Калаçăва Мăн Явăш ял поселенийĕн пуçлăхĕ Юрий Туринге те хутшăннă.
Рейса пăрахăçланине маршрутпа ĕçлекен пассажирсен хисепĕ пĕчĕккипе тата çул çав тери япăххипе ăнлантарать. Андрей Тихонов ку еннелли çул-йĕре çитес икĕ çулта тĕпрен юсассине пĕлтернĕ. Республика бюджетĕнче çак тĕллевпе укçа-тенкĕ хывса хăварнă-мĕн. «Кирек мĕнле лару-тăрура та чи пĕлтерĕшли – çынсем. Вĕсен хăтлăхĕ, пурнăç пахалăхĕ, çав шутра – транспорт çыхăнăвĕпе тивĕçтересси те, тĕпре пулмалла», – тенĕ райадминистраци пуçлăхĕ.
Тĕлпулу пĕтĕмлетĕвĕсем аван – Мăн Явăш еннелли рейса сентябрĕн 1-мĕшĕнчен уçма йышăннă. Маршрутăн ирхи, кăнтăрлахи, каçхи графикне те çирĕплетнĕ. Перевозчик мĕнпур условие тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама шантарнă.
Хамăр инф.
Ноябрь 2024 |