Штрафсем ÿснĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.09.2021, 09:48 Просмотров: 172

Кăçалхи июлĕн 22-мĕшĕнчен РФ КоАП-не улшăнусем кĕртекен федераллă саккун ĕçлеме пуçларĕ.

Унччен, сăмахран, тăсса янă парăмсене тавăрас ĕç-хĕле пурнăçланă чух граждансен саккунлă интересĕсене уяманшăн, прависене пăснăшăн явап санкцийĕсем микрофинанс организацийĕсене çеç пырса тивнĕ. Халĕ, çĕнĕлĕхсене кура, çакăн пек айăпа кĕнĕшĕн кредит организацийĕсене (банксене, кредит кооперативĕсене тата ломбардсене) те административлă явап тыттарма тытăнаççĕ.

Çавăн пекех парăма тавăрас тĕллевпе граждансен интересĕсемпе прависене хÿтĕлессипе çыхăннă саккунсене пăснăшăн кредиторсене е ун ячĕпе (е интересĕпе) ĕçлекенсене хуракан штрафсем те ÿснĕ.

Суд приставĕсен федераллă службин республикăри управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕ штраф виçисене çакăн пек çирĕплетнĕ% должноçри çынсене – 20 пин тенкĕрен 200 пин тенкĕ таран е ултă уйăхран çулталăкчен дисквалификаци, юридици сăпачĕсене – 50–500 пин тенкĕ.

Ку кăна та мар, саккун РФ Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексĕн 23.92-мĕш статйине те тÿрлетÿсем кĕртет. Хистевлĕ пурнăçлав органĕсен сотрудникĕсем çÿлерех асăннă киревсĕр ĕçсене тунă кредиторсем тĕлĕшпе çырнă административлă протоколсене малашне территорири управлени ертÿçи е ун заместителĕсем пăхса тухса айăплав йышăнăвĕ кăлараççĕ.      

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика