Шÿтлеме пĕлекен çын пурнăç тÿнтерлĕхĕсене çивĕч курать. Обществăри йĕркесĕрлĕхе, çитменлĕхсене витĕр асăрхас туйăм вăйлă унăн. Ыттисене те вĕсене курма-ăнланма пулăшать. Анчах тÿрремĕн мар, шахвăртса – шÿт-юмах урлă. Çакăн пек хăйнеевĕрлĕ, интереслĕ çынсен шутне кĕртес килет Çĕн Сăрьел ялĕнчи Владимир Николаевич Павлова та.
Вăл – хаçатăн тахçанхи çывăх тусĕ, пултаруллă та ăста çын. Районти паллă юморист. Вăрттăнлăх мар, район хаçатне çырăнса илекенсем те унăн пурнăç ÿкерчĕкĕсене сăнлакан хайлавĕсене, сăввисене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, яланах кăмăлласа вулаççĕ. Е тата сцена çине тухсан та – Владимир Николаевич Уйкас Кипекри пултарулăх ушкăнĕпе концертсемпе хамăр тăрăхри ялсене çеç мар, кÿршĕ районсене те тăтăш çитет– кирек ăçта та куракан унăн шÿтлĕ мыскарисене хапăлласа йышăнать. Апла пулмасăр – юрлакан-ташлакансем нумай та, хырăм тытсах култаракан, вырăнлă шÿтлекен, вăхăтлăха та пулин йывăрлăхсем çинчен мантаракан артист сайра-çке. Уйрăмах, юмористăн «Çутă çăлтăр», «Батут», «Мунчара» номерĕсем халăхра питĕ популярлă. Хăй пĕлтернĕ тăрăх, малашне вăл репертуара татах та анлăлатасшăн% куракансене савăнтаракан, анчах тарăн шухăша яракан çĕнĕ кулăшла хайлавсем калăпласшăн.
Çапах та çăлкуç пек тапса тăракан пултарулăхĕ кăна мар хистерĕ вулаканăмăрсене Çĕн Сăрьел хастарĕ çинчен каласа пама. Тепĕр сумлă сăлтав та пур. Ыран, сентябрĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче, пирĕн çĕршывра Танкист кунне паллă тăваççĕ. Шăпах Раççей çарĕн Танк подразделенийĕсенче хĕсметре тăнă хăй вăхăтĕнче Владимир Павлов. Тÿрех каламалла, çĕршыв умĕнчи сăваплă тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Ашшĕ-амăшĕн ятне, тăван тăрăх чысне яман. Гварди значокне, ав, кăкăр çине çакма кашни салтаках тивмест пулсан, пирĕн ентеш ку чыса службăра палăрнăшăн тивĕçнĕ. Çакă кăна мар, «Совет çарĕн отличникĕ» паллăпа чыслани те – унăн çитĕнĕвĕ-ÿсĕмĕсене çар ертÿлĕхĕ пысăка хурса хакланин çирĕплетĕвĕ.
Шутлама та пултарайман вăл, ял çамрăкĕ, салтак атти хăйне тăван вырăнтан вуçех аякка – инçет Монголие – çавăрса çитерессе. Хĕсмете кайма ăна 1981 çулхи май уйăхĕнче ят тухнă. Паянхи пек астăвать% яшсене Канашри пухăну пунктĕнчен Хусана поездпа илсе кайнă, кунтан ТУ–154 самолетпа Чита облаçне вĕçнĕ. Вĕренÿ тапхăрĕ Борзя хулинче иртнĕ% çамрăк салтаксене çар çыннисене кирлĕ хăнăхусене хывнă, тренировкăсенче пиçĕхтернĕ. Çĕн Сăрьел каччи вара кĕçех БМП-1 механик-водителĕ пулса тăнă. Çакăн хыççăн салтаксене Монголие, Чойбалсан хулинчен 8 километрта вырнаçнă чаçе, куçарнă.
– Пире, тăван тăрăхра йывăç-курăк ешернине, вăрмансем кашланине курса çитĕннĕскерсене, малтанах йывăрччĕ кунти çутçанталăка хăнăхма. Пушхир-çке тавраллах, çап-çара... Куçа илĕртекен нимле илем те çук. «Верблюд йĕпписем» текен тĕмсем кăна ÿсетчĕç талккишĕпех. Вĕсем вара çил вĕрнипе тымарĕсенчен татăлатчĕç те мечĕксем евĕр кусса çÿретчĕç çĕр çийĕн.
Çутçанталăкăн тепĕр усал пулăмĕ те тăтăш нушалантарчĕ – «хăйăр» çил-тăвăлĕ текенскер. Пĕрре çĕкленсен эрне майлă сирĕлмесĕр тăратчĕ – куçа уçса пăхма та май çук. Тĕрĕссипе каласан, çулталăк çурă хушшинче эпир пĕлĕтпе хăйăрсăр пуçне урăх ним те курман», – çапла ÿкерчĕксем хăварнă Монголи çĕрĕ Владимир Николаевичăн асĕнче.
Сăмах май, Çĕн Сăрьел каччи лекнĕ 268-мĕш гварди танк полкĕн историйĕ çар çитĕнĕвĕсемпе пуян. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче фашистсене Мускав çывăхĕнчен хÿтерсе кăларнă тапхăрта йĕркеленнĕ-мĕн. Çапăçусен ăнăçăвне пысăк тÿпе хывнă.
Владимир Павлов, хастар чăваш çамрăкĕ, службăра яланах лайăх шутра пулнă. Нимле тĕрĕслевсем те, ума лартнă задачăсем те хăратман. Çакна кура взводăн БМП-1 аслă механик-водителĕ пулма шаннă ăна тÿрех. «Пехотăн çар машинипе çÿрес ăсталăх, чăн та, аванччĕ ман. Ăна тытса пырас енĕпе те, хăвăртлăх тĕлĕшпе те тĕрĕслевсенче кăтартусем ялан тенĕ пекех пĕрремĕшчĕ. Армиччен тракторпа ĕçлеме вĕреннĕрен пулĕ БМП-па хама çирĕп туяттăм», – тет Владимир Николаевич.
– Тепĕр тесен, çитĕнÿ вăл командăри ăнланулăхран, туслăхран килет. БМП экипажĕнче, ак, виçĕ çын. Ман командир Игорь Даниленко (Украина çамрăкĕ), наводчик-оператор Олег Плотников (Волгоград облаçĕнчи Камышинранччĕ) питĕ маттурччĕ. Виçсĕмĕр шанчăклă, туслă ушкăн пулнă. Çавăнпах малта пынă», – хĕсметри тус-юлташĕсене аса илчĕ ветеран-танкист.
Ротăра пулнă пĕртен-пĕр ентешĕ – пушкăрт чăвашĕ Владимир Никитин – пирки те уйрăм ăшăлăхпа, тав сăмахĕсемпе каласа пачĕ вăл. Кунта вăрахрах службăра тăнăскер, тин килнĕ чăваш каччине тÿрех хÿтте илнĕ иккен вăл, пур енлĕн пулăшса-хавхалантарса пынă. Пĕтĕмпе вара батальонра 32 наци çамрăкĕ çĕршыв хÿтĕлевçисен ретĕнче çума-çумăн тăнă.
Çăмăл килмен пулин те, Владимир Павлов хĕсмет çулĕсене пурнăçри хаклă та пĕлтерĕшлĕ тапхăр вырăнне хурать. Кашни арçыннăн çак «пурнăç шкулĕ» витĕр тухмалла, тет.
Аслашшĕ-ашшĕнчен ырă тĕслĕх илсе, тăван çĕре хÿтĕлес сăваплă тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама сунать вăл паянхи çамрăксене.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |