Тĕпелти электроприбора (холодильнике е микрохумлă кăмакана) ылмаштарма шутлатăр-тăк, çĕннине туяннă чух унăн паллисене тимлĕ тишкерĕр. Энергоэффективлă аппаратсем çине «А» класс тесе палăртнă. Ун çумĕнче «Ç» паллăсем мĕн чухлĕ нумайрах, прибор электричествăна çавăн чухлĕ перекетлĕрех расхутлать.
Тасалăх пирки ан манăр. Сăмахран, кăм пухăнасран чейнике хушăран лимон кислотипе вĕретсе тăкмалла. Кăм хулăм чейник электроэнергие 40–50 процент ытларах тăкаклать. Çакă плита çийĕнчи вытяжкăна та пырса тивет. Решеткепе вентилятора яланах таса тытмалла.
Çатмасен пĕр япăх енĕ пур – вĕри температурăпа вĕсен форми улшăнать, вăрах усă курсан тĕпĕ авăнать. Çак сăлтавпах ĕнтĕ çатма пĕр пек хĕрмест – газ нумай тăкакланать.
Электроэнергие перекетлеме çавăн пекех «пăнчăллă çутă» пулăшать. Сăмахран, вытяжкăри подсветка. Капла тĕп светильнике (люстрăна) çутмасăрах плита çинче вăрах пĕçерме пулать. Люстра тасалăхĕ пирки те манма юрамасть. Çутă çителĕксĕр пек туйăнчĕ-тĕк, тÿрех темиçе лампочка çутма ан васкăр – тен, люстрăна кăна лайăх çумалла.
Апрель 2025 |