Тухтăр пулма çуралнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.09.2021, 09:54 Просмотров: 180

Аслă ăрурисемпе калаçатăн та вĕсен çивĕч ăс-хакăлĕнчен, чун пуянлăхĕнчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн. Тылра та, ĕçре те хастарлăх кăтартнисем паянхи кун та яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçшăн чăн-чăн тĕслĕх пулса тăраççĕ. Çулсем хыçала юлсан та аслă çынсемпе мăнаçланма пăрахмастпăр.

Кÿстÿмĕрти Елизавета Егоровна Степанован кун-çулĕ пархатарлă. Вăл ĕмĕр тăршшĕпех, 1992 çулчченех, сывлăх хуралĕнче тимленĕ. Хăйĕн профессине чунĕпе парăннă. Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăскер, «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» (1984), «Вăрнар районĕн сывлăх сыхлавĕн ветеранĕ» (2014) ятсене тивĕçнĕ.

Ялти медпунктра тăрăшаканăн ĕçĕ-хĕлĕ пушшех те йывăр. Пурте тутлă ыйхăра, Гиппократ тупине асра тытаканăн вара ирхи шуçăмла-и, сĕм сĕрле-и чирлĕ çын патне васкамалла. Йĕпе-сапаллă, çил-тăманлă çанталăка пăхмасăр çула тухмалла, медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелле. Тепĕр чухне иккĕмĕш пурнăç та парнелеме тивет.

– Ун чухне утма çул та асфальтлă марччĕ, çапах та пациент патне вăхăтра çитес тесе тăрăшнă. Кашни минут хаклине яланах асра тытнă, – терĕ Елизавета Егоровна. – Хăш чух пĕрин хыççăнах теприне пулăшма тиветчĕ.

Ял медпунктĕнче вăй хуракана час-часах тухтăр теççĕ. Елизавета Егоровнăна та çаплах чĕннĕ. Ку ахальтен мар. ФАПра тимлекен вăл – анлă тавракурăмлă специалист. Лару-тăрăва кура унăн терапевт та, травматолог та, акушерка та пулма тивет. Елизавета Степанова, акă,   миçе пепкене çут тĕнчене килме пулăшман-ши?

– Пурнăç условийĕсем урăхларахчĕ çав. Лаша кÿлсе çула тухнă та, хăшпĕр хĕрарăмсем больницăна çитичченех, уйрах, ача çурататчĕç тата. Паллах, ун чухне пепкен кăвапине хам тутăра çурса çыхни те пулнă, – асилчĕ кинеми.

Йывăр суранланнă çынсене пулăшнă чух та çухалса кайман вăл. Вăй-халне, тÿсĕмлĕхне мĕнле çитернĕ-ши? Район тĕп больницинче хирургра ĕçленĕ Владимир Краснов та Елизавета Степанован професси ăсталăхне палăртать. Пĕрремĕш медицина пулăшăвĕпе епле тивĕçтернинчен этем чĕрĕ-сывă юласси нумай килет-тĕр.

Аслă Турă ăна ырă енсене кăна панă. Унсăрăн ял халăхĕ юратакан тухтăр пулаймастăн. Паянхи кун та Елизавета Степанова патне сĕнÿ-канаш илме пыраççĕ иккен. Анчахрах пĕр çыннăн шăлне кăларса янă вăл.

Ветеран Кăмаш ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Малтан кил хуçалăхĕнче, унтан колхозра тăрăшнă. 7–8 çулта чухнех тыр пучаххисене пуçтарма тухнă, йĕтем çинче ĕçленĕ. Кун пирки Елизавета Егоровна тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пама пултарать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чух 10 çул та тултарайман-ха вăл, çапах та çитĕннисемпе тан уй-хирте тар тăкнă. Амăшĕпе аккăшĕ Сăр хĕррине окоп чавма та кайнă. Ашшĕне 50 çултан иртнĕ тесе фронта илмен, Ял Совечĕн председательне суйланă.

Елизавета, пăрчкан пек вăр-варскер, шкулта та лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. Анчах та вăл вăхăтра10 класра вĕреннĕшĕн укçа тÿлеме тивнĕ. Нухрачĕ ытлă-çитлĕ пулман пирки ашшĕ Лизăна 9 класс хыççăн ялти медпункта санитаркăна ĕçлеме вырнаçтарнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50–60-мĕш çулĕсенче трахомăпа чирлекенсем йышлă пулнă. Специалистсем çитмен. Çамрăк хĕре направленипе район тĕп больницине вĕренме янă. Куç чирне сиплеме вĕренсен ăна Кĕçĕн Кипек тăрăхĕнчи медпункта куçарнă. Трахомăран сиплекен сестрара тăрăшнă.

Хаяр чирпе хастар кĕрешнĕ çамрăк специалист. Тĕп врач ăна Кÿстÿмĕр медпунктне ĕçлеме куçарнă. Ку тăрăхра ун чухне трахома хытах алхаснă. 80 çын ерекен куç чирĕпе аптранă. Елизавета Егоровна ир те, каç та вĕсене сиплеме çÿренĕ. «Тухтăр килчĕ!» – савăннă ял-йыш ăна курсан.

Кайран Елизавета Егоровна медицина тĕлĕшпе пĕлĕве тата тарăнлатнă, медсестрасен курсĕнчен вĕренсе тухнă.

Шăпа пÿрнинчен иртме çук, теççĕ. Пĕрре Елизавета Егоровна отчетпа район поликлиникине килнĕ. Хĕр хăй çине куç илмесĕр пăхакан пĕр яштака качча курах кайнă. Вăл илемлĕ те сăпайлă пикене тÿрех килĕштернĕ. Владимир Степанов, хими заводĕнче ĕçлекенскер, медкомисси тăма килнĕ имĕш. Çамрăксен калаçу тĕвĕленнĕ, пĕр чĕлхе тупнă. 1962 çулта çемье çавăрнă, мăшăрĕн ялĕнче тĕпленнĕ.

Виçĕ хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ, тивĕçлĕ пĕлÿ илме пулăшнă, пурнăç çулĕ çине тăратнă. Аслă хĕрĕсем, йĕкĕрешсем, кун-çулне амăшĕ пекех сывлăх сыхлавĕпе çыхăнтарнă. Вĕсем Киров облаçĕнче тата Киров хулинче тĕпленнĕ. Людмила васкавлă пулăшу станцийĕн фельдшерĕнче, Лидия гинекологи уйрăмĕн операци тăвакан медицина сестринче тăрăшаççĕ. Пархатарлă ĕç-хĕлĕшĕн сывлăх сыхлавĕн департаменчĕн Хисеп хучĕсене темиçе хутчен те илме тивĕçнĕ. Надежда нумай çул Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнче кадрсен пайĕнче тимленĕ. Тĕп килте амăшĕпе пурăнакан Сергей «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче тăрăшать. Елизавета Егоровнăн мăнукĕсем кăна мар, кĕçĕн мăнукĕсем те пур.

Паян Степановсен килĕнче – пысăк уяв. Юратнă амăшĕ тата кукамăшĕ, мăн кукамăшĕ Елизавета Егоровна   90 çулхи юбилейне паллă тăвать.

– Анне – тăван кил ăшши. Пире сÿнми телей пиллекен. Тĕрĕс çул кăтартакан. Хамăр ачапча çитĕнтерсе мăнуксене алла тытрăмăр пулсан та анне ăс парса вĕрентнине халĕ те илтес килет, – тесе пĕлтерчĕ кĕçĕн хĕрĕ Надежда.

Елизавета Степанова ачисене, мăнукĕсене, кĕçĕн мăнукĕсене, тăванĕсене яланах хапăлласа кĕтсе илет. Техĕмлĕ кукăль-çăмах пĕçерсе хăналать. Ĕçченскер, пахча-анкартире те тăрмашать. Сурăхсем те пăхать.

Пурнăçра пылаккипе йÿççине те астивнĕ пулин те Елизавета Егоровнăн шăпи ăраскаллă. Çывăх çыннисем хисеплени ăна савăнăçпа хавхалану кÿрет.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика