Ял çыннисен ыйтăвĕсене тивĕçтересси тĕпре

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.09.2021, 09:56 Просмотров: 195

190 çул каялла пуçарнă потребкоопераци системи паянхи кун та ялта – таварсемпе пулăшусен тĕп тивĕçтерекенĕ, çынсене ĕç вырăнĕсем параканĕ, районсен «енчĕкне» налуксем хываканĕ. Çак чăнлăха республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен тĕп редакторĕсемпе журналисчĕсем Чăвашпотребсоюз йĕркеленĕ семинар-канашлура тепĕр хут курса ĕненме пултарчĕç. Ку – çулсерен ирттерекен, йăлана кĕнĕ мероприяти. Палăртма кăмăллă, кăçал калем ăстисене, радио тата тележурналистсене пресс-тура Вăрнар районĕ кĕтсе илчĕ.

Чăвашпотребсоюз хăйĕн ĕç-хĕлĕнче информаци уççăнлăхне кăмăллать, çавăнпах ĕнтĕ республика, район изданийĕсемпе туслă çыхăну тытать. Хальхинче хăнасене Калинино райповĕн тĕслĕхĕ çинче потребкоопераци аталанăвĕпе, конкурентлăх саманинче тупăшлă тимлеме пулăшакан çĕнĕ проектсемпе паллаштарчĕç. Тĕлпулăва райадминистраци пуçлăхĕ Андрей Тихонов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш енри регбол федерацийĕн президенчĕ Роман Алексеев, ыттисем хутшăнчĕç.

«Çакăн евĕр ăшă, пĕр-пĕриншĕн усăллă тĕлпулусем журналистсене пирĕн предприятисен ĕçне «шалтан» курса ăнланма май параççĕ», – çирĕплетрĕ Чăвашпотребсоюз ертÿçи Валерий Павлов. Чăнах та, ун сăмахĕсемпе килĕшмесĕр йывăр.

Мероприятие уçакан саламлă сăмахĕнче вăл хăйсем чи малтанах яллă территорисен аталанăвне курăмлă тÿпе хывнине уйрăммăн палăртрĕ.

– Потребительство кооперацийĕ – пĕрешкел задачăсемпе тата принципсемпе тимлекен çĕршер предприяти-организацие пĕрлештерекен пĕртен-пĕр çакнашкал тытăм. Йышне тĕрлĕрен отрасле пĕтĕçтерет% суту-илĕве, обществăлла апатланăва, производство тĕсĕсене, йышăнупа хатĕрлев пункчĕсене, йăла тивĕçтерĕвĕн предприятийĕсене, аптека сечĕсене... Чи хакли вара – вăл социаллă пĕлтерĕшлĕ пулни, тĕпрен илсен, яллă вырăнсенче пурăнакансен ыйтăвĕ-нушисене тивĕçтерме тăрăшни. Чăвашпотребсоюз тĕслĕхĕнченех куратпăр, çĕршер йышăнупа хатĕрлев пункчĕ, çав шутра – Вăрнар тăрăхĕнче те, ял çыннисем хушма хуçалăхра çитĕнтернĕ продукцие вырнаçтарма пултарччăр, çапла майпа хушма тупăш илччĕр тесе ĕçлеççĕ. Ку тытăмри предприятисем республика çыннисене вырăнта туса кăларнă сывлăхшăн хăрушсăр, пахалăхлă аш-пăш полуфабрикачĕсем, кăлпасси продукчĕсем, çăкăр тата кондитер изделийĕсем, алкогольлĕ мар шĕвексем тата минераллă шывсем сĕнеççĕ. Тен, тупăшне ытлашшиех курмасан та, потребсоюз хула-поселокран чи аякри е пĕчĕк ялсенчи халăха та апат-çимĕç е йăлари тавар туянма май туса парассине хăй çине илет. Вĕсенче пурпĕрех лавккасем тытса тăма тăрăшать е ĕçе çĕнĕлле йĕркелет – автолавккасем çÿретет, – ăнлантарчĕ Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов.

Потребительство пĕрлĕхĕсем вăхăтпа тан утăмлама тăрăшнине, чăн та, хамăрăн Калинино райповĕнчен те куратпăр ĕнтĕ.

Пĕрлештернĕ хыççăн Вăрнар райповĕнчен юлнă парăмсенчен татăлса вăл çирĕппĕн ĕçлет. Районăн тавар çаврăнăшĕнче те унăн пайĕ сумлă – 31,9 процент. Сăмахран, кăçалхи çичĕ уйăхра ваккăн суту-илÿпе обществăлла апатлану çаврăнăшĕ 217400 пин тенкĕпе танлашнă. Производствăсенче рессурсене перекетлекен, ĕç калăпăшне ÿстерекен хальхи технологисене хута ярасси тĕпре. Лавккасемпе обществăлла апатлану объекчĕсем юлашки вăхăтра юсавсенче çĕнелчĕç. Сăмах май, журналистсене те чи малтанах Калининăри «Çавал» кафен тĕплĕ юсав хыççăн тин уçăлнă банкет залĕнче кĕтсе илчĕç. Пÿлĕме халĕ паллама та май çук. Унчченхинчен чылай хÿхĕм, çутă, хăтлă. Илемлĕ зал туй-юбилейсене, ытти торжествăлла мероприятисене ирттерме пурне те кăмăла каясса шанаççĕ.

Пресс-тур, райпо председателĕ Венера Николаева сĕннипе, аптека ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнинчен пуçланчĕ. Ку районăн потребкоопераци системинче уçăлнă тăваттăмĕш аптека% медицина препарачĕсемпе кăна мар, уйрăм пайра ветеринари эмелĕсемпе те сутă тăвать. Çавна май çывăхра пурăнакансем ун меллĕхне аван туйса илнĕ, тивĕçтерĕвĕсемпе анлă усă кураççĕ. Туянакансене паянхи пурнăçа кĕнĕ тепĕр çăмăллăх та илĕртет% кирек мĕнле эмеле те аптека.ru сайт урлă саккас парса кунта килсе илме пулать.

Суту-илÿ ĕç-хĕлĕпе вара хăйнеевĕрлĕ экскурсире вырăнти «Нурăс» гастроном паллаштарчĕ. Вăл та райпон мăнаçлăхĕ, лайăх тупăшпа тимлекен объект. Уйăхри вăтам тавар çаврăнăшĕ 2300 пин тенкĕ енне çитет. Ассортименчĕ пуян. Сентресем çинче ытларах хамăр регионта туса кăларнă шанчăклă продукци.

Калининăсем хăйсен цехĕсенче хатĕрленĕ аш полуфабрикачĕсем, кондитер изделийĕсем, тутлă çăкăр-булка вара, çынсем вĕсен пахалăхĕ пирки лайăх пĕлнĕрен, сентресем çинче нихăçан та вăрах выртмаççĕ, чи малтан сутăнса пĕтеççĕ-мĕн.

Ахальтен мар райпон Калининăри лавккисемпе кăмăллă юлнине, туянакансене илĕртекен пĕтĕм условисем пуррине РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов та палăртрĕ. Çапах та вĕсем вырнаçанă сала центрĕнче çул-йĕре йĕркене кĕртмелли, хăтлăлатмалли сисĕннине каларĕ вăл. Ыйтăва татса пама пулăшма пулчĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ Андрей Тихонов депутата тепĕр проблемăпа – хупăннă автостанцие çĕнĕрен уçассипе – те калининăсемшĕн хÿтте кĕме ыйтрĕ. Салара тата çывăхри ялсенче пурăнакансене ку чăрмавлăх хытах кулянтарать, терĕ.

Малалла Кÿлхĕрринче тăсăлнă пресс-тур журналистсене ял лавккисенче тивĕçтерÿсене мĕнле йĕркеленине, вырăнти йышăнупа хатĕрлев пункчĕн ĕçне тĕплĕн сăнама май пачĕ. Кунтах хăнасене мобильлĕ суту-илÿ машини кĕтсе илчĕ. Автотранспорчĕ вĕр çĕнĕскер. Райпо ăна аякри ялсене таварпа çитес тесе ятарласа туяннă. «Вăл çирĕплетнĕ графикпа тухса çÿрет. Ахаль лавккаран урапаллă пулнипе кăна уйрăлса тăрать – сентрисем çинче вара яланах республика производителĕсен тата вырăнта туса кăларнă тутлă та пахалăхлă апат-çимĕç», – пĕлтерчĕ Венера Николаева председатель.

Каларăмăр ĕнтĕ, Калинино райповĕ пурнăçран юлмасăр лавккасен сăн-сăпатне ылмаштарассине, производство цехĕсенче хăватлă технологисене хута ярассине пысăк тимлĕх уйăрать. Унсăрăн паян тупăш илесси пирки калаçма çуккине ертÿлĕх лайăх ăнланать. Вăрнарти хуçалăх таварĕсен магазинĕнче, сăмахран, кăçал стройматериалсем сутмалли пысăк склад хăйĕн алăкĕсене уçрĕ. Туянакан кунта халĕ вак-тĕвекрен пуçласа калăпăшлă тавар таранах, мĕн кирлине пĕтĕмпех, пĕр вырăнта, кăмăллă хакпа тупма пултарать. Çавна кура лавккан тавар çаврăнăшĕ те аван – уйăхра вăтамран – 1175 пин тенкĕ енне.

Çĕнĕ йышши технологисене хута яни çăкăр завочĕн хăватлăхне те ÿстернĕ. Ассортименчĕ пуянланнă% 110 тĕсе çитернĕ. Вăрнарсем пĕçерекен çăкăр-булка, пĕремĕкĕ-печенийĕ, ытти кондитер изделийĕ вара яланах юратнисен шутĕнче. Дегустацире продукцие тутанса пăхнă журналистсем те çакнах çирĕплетрĕç.

Тĕп хуларан, мĕнпур районсенчен килсе çитнĕ хăнасен Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн историйĕпе паллашма май пулчĕ. Предприяти йĕркеленĕвĕ тата район пурнăçĕнчи пĕлтерĕшĕ пирки, музей экспоначĕсемпе паллаштарнă май, социаллă тивĕçтерÿ управленийĕн пуçлăхĕ Евгений Захаров тĕлĕнмелле кăсăклă каласа кăтартрĕ.

Семинар-канашлăвăн пĕтĕмлетĕвĕ заводăн акт залĕнче «çавра сĕтел» йĕркипе иртрĕ. Пухăннисем потребительство кооперацийĕн малашнехи аталанăвĕн çул-йĕрĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен ун ĕçне çутатассинчи вырăнĕ пирки сÿтсе яврĕç. Калаçăва Чăваш ен Цифра аталанăвĕн министрĕ Кристина Майнина, завод директорĕ Владимир Свешников, ЧР Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров та хутшăнчĕç.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика