Ярмушка ял тăрăхĕнче Людмилăпа Александр Ксенофонтовсен çемйине пĕлмен çынсем сахалрах пулĕ. Вĕсем, ырă кăмăллă та тараватлăскерсем, иксĕлми тăрăшулăхпа палăрса тăраççĕ. Пĕр хура ĕçрен те хăрамаççĕ. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ.
Кунсăр пуçне, Людмила Геннадьевнăпа Александр Николаевич – нумай ачаллă ашшĕпе амăшĕ. Икĕ ывăлпа виçĕ хĕре кун çути парнеленĕ. Ачисем Ксенофонтовсен ятне çÿлте тытаççĕ. Асли, Алексей, Раççей УФСИН-ĕн Етĕрнери филиалĕн уголовлă инспекцийĕн пуçлăхĕн заместителĕнче тăрăшать. Унăн шăллĕ Валерий, Мускавра тĕпленнĕскер, «Форте Инвест» акционерлă обществăн шалти тĕрĕслев тата аудит енĕпе тĕп специалисчĕ. Зинаида Мускав хулинчи сывлăх сыхлавĕн департаменчĕн 107-мĕш хула поликлиникин медицина сестринче тимлет. Чăваш пикине мускавсем йăваш кăмăлĕшĕн, професси ăсталăхĕшĕн хисеплеççĕ. «Зинаида Александровна, урăх участока куçса ан кайăр. Пирĕн патрах ĕçлĕр-ха», – теççĕ иккен. Кĕçĕннисем – хĕрсем. Карина 8-мĕш, Мария 9-мĕш классенче пĕлÿ пухаççĕ. Паллах , Элĕк енчи Юнтапа шкулĕ çывăхрах та, Ксенофонтовасем вăл вĕренÿ учрежденине çÿреççĕ. Кашни предмета кăмăллаççĕ. Спортпа та туслă. Ялта пушă вăхăт сахалрах пулин те амăшĕпе тĕрĕ тĕрлеме вăхăт тупаççĕ.
– Ĕç – пурнăç илемĕ, – тет кил хуçи хĕрарăмĕ Людмила Геннадьевна. – Пур ачине пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарма тăрăшрăмăр. Çăкăр хакне пĕлекен нихăçан та тÿрĕ çултан пăрăнмасть. Пурнăç тути-масине пĕлсе çитĕнет.
Людмила Ксенофонтова педагог мар, анчах та ачасене мĕнлерех тивĕçлĕ воспитани памаллине аван ăнкарать. Унра хĕрарăмăн мĕнпур ырă енĕ пур тесе хăюллăнах çирĕплетме пулать. Ахальтен мар ĕнтĕ Людмила Геннадьевнăна районта чи малтан Чăваш Республикинчи Амăшĕн мухтавĕн «Анне» паллипе чысларĕç.
– Ку наградăна тивĕçнĕшĕн çемйипех хĕпĕртерĕмĕр, – терĕ вăл. – Паллах, кунта мăшăрăн тÿпи те пысăк.
Людмила Геннадьевна упăшки пирки ырă сăмах кăна каларĕ. Вăл – сăпайлă, шанчăклă, ырми-канми ĕçлекен çын. Алли ылтăн. Çемье тĕрекĕ. Вăл яланах сатур, хастар. Маттур та çивĕч. Уйкас Юнтапа шкулĕнче кочегарта, «Юнтапа» кооперативра доярта, вырăнти лавккара сутуçăра тăрăшнă. Хальхи вăхăтра Вăрнар почтамчĕн Кушар Юнтапари çыхăну уйрăмĕнче ĕçлет. Мăшăрĕ, ачисем ерçмен чух вĕсем киличчен хăвăртах вĕри апат пĕçерсе хурать.
Людмила Ксенофонтова Кушар Юнтапара çуралса ÿснĕ. Мăшăрĕпе Уйкас Юнтапа шкулĕнче вĕреннĕ чух паллашнă. Туслăх юратăва куçнă. Пĕр-пĕрне савакансем 1989 çулта çемье чăмăртанă. Таса уя тухса хăтлă кил-çурт çавăрма пултарнă. Мăшăрĕн çирĕп хулпуççине туйнипе нумай ачаллă амăшĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Халĕ вара икĕ ывăлĕпе виçĕ хĕрĕ куç тулли савăнăç кÿреççĕ. Ксенофонтовсен йăхне тăсакан та пур. Алексейăн пĕр ача çитĕнет. Аслашшĕпе асламăшĕ мăнуксен йышĕ тата ÿсессе шанаççĕ.
Туслă йышпа ĕç ăнать. Виçĕ ĕне валли утă-улăм сахал мар кирлĕ. Ксенофонтовсем выльăх апачĕ яланах ытлă-çитлĕ хатĕрлеççĕ. Икĕ хĕрĕ аслисем пекех хастар çитĕнет. Кашни хăйĕн тивĕçне пĕлет, çавăнпа ĕçĕ те ăнса пырать. Тăрăшмасăр пурлăх пулмасть тенине пĕчекренех ăша хывнă. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ирхи шуçăм çутипе ура çине тăма ÿркенмеççĕ.
Улмийĕсем йывăççинчен аякка епле ÿкчĕр? Людмила Геннадьевна тивĕçлĕ канура пулсан та «Мураты» кооперативра тăрăшать, хальхи вăхăтра çĕрулми суйланă çĕрте вăй хурать. Правур хĕрарăм кÿршĕ районти фермер хуçалăхĕсенче те ĕçлеме хевте çитерет. Вăл малтанах «Гвардеец» хуçалăхра тăрăшнă. «Юнтапа» предприятире дояркăра та тимленĕ.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |