Чукун çул çинче тăрăшакансен ĕçĕ-хĕлĕ пачах та çăмăл мар. Кунта хурçă пек çирĕп чунлисем кăна тимлеме пултараççĕ. Чукун çул отраслĕнче тĕрлĕ профессири специалистсем тăрăшаççĕ. Кашнийĕ хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçлать. Ятлă-сумлă ĕç çыннисенчен пĕри – Вăрнарти Владимир Григорьевич Львов. Унăн мĕн кирли йăлтах пур – паха опычĕ те, ăсталăхĕпе яваплăхĕ те. Владимир Григорьевичăн ĕç стажĕ – 38 çул.
Вăл чукун çул ĕçченĕсен династийĕнчен. Ашшĕпе амăшĕ Григорий Ивановичпа Мелания Хрисановна тата аппăшĕсемпе пиччĕшĕсем те ку отрасльте тăрăшнă. Владимир Львов чукун çул станцине 1983 çулхи июнь уйăхĕнче ĕçлеме килнĕ. Хастар каччă чи малтанах электромонтерта тăрăшнă. Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен, теççĕ. Владимир Львов Хусанта пĕлĕве тарăнлатнă. Пултаруллă çамрăка института кайма сĕнÿ панă. Анчах та Владимир Львов ĕçре ăсталăха туптама йышăннă, 1985 çулта тÿрех электромеханикра тимлеме пуçăннă. Юратнă профессине чун туртнипе суйланăран ĕçе кăмăлпа çÿрет. Йывăрлăхсенчен хăрамасть вăл.
– Хама урăх профессире курмастăп. Электромеханик ĕçне питĕ юрататăп, – пĕлтерчĕ Владимир Григорьевич. – Коллективпа пĕрле умри тĕллевсене туллин пурнăçлама тăрăшатпăр.
Паллах, чукун çул ĕçченĕн кирек мĕнле çанталăкра та пĕр утăм та каялла чакма юрамасть, пассажирсене, грузсене шанчăклă илсе çÿрессине ăнăçлă пурнăçламалла, хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелле. Пĕр-пĕр кăткăс лару-тăру пулсан электромеханикăн çурçĕрте те хăвăртрах ĕçе тухса каймалла. Светофорсем юсавлă пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем поезд килессине-каяссине асăрхаттараççĕ.
Ĕç çынна мухтава кăларать, теççĕ. Владимир Львова «Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕшĕн» паллăпа наградăланă. «Раççей чукун çулĕсем» акционерсен уçă обществин ятарлă парнипе те – ятлă сехетпе – чысланă. Палăртмалла, вăл пĕлĕве ÿстерес тĕллевпе электромеханизаци енĕпе 2002–2005 çулсенче Владимир облаçĕнчи Ковров хулинчи техникумра куçăмсăр майпа вĕреннĕ.
Владимир Львовпа тăванĕсем тивĕçлипе мухтанаççĕ. Вăл йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Владимир 10-мĕш ача пулнă. Кĕçĕнни тесе ачаш çитĕнмен. Пурнăçĕ те пуçран шăлман. Апла пулин та çĕршыва юрăхлă çитĕннĕ. Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă. Салтак аттине тăхăнма тивĕçнĕ. Çар служби Инçет Хĕвелтухăçĕнче иртнĕ.
Хĕсметрен таврăнсан яш каччăн район тĕп больницинче сипленме тивнĕ. Шăпах та кунта вăл Тур çырнине тĕл пулнă. Кив Хирпуçĕнчи медсестра Людмила Васильевна ăна хăйĕн ырă кăмăллăхĕпе, сăпайлăхĕпе килĕшнĕ.
– Этем телейĕ мĕнре-ши? Паллах, çынна вăй парса тăраканĕ – çемье, – тет Владимир Григорьевич.
Людмилăпа Владимир Львовсем 38 çул шăкăл-шăкăл, пĕр-пĕрин шухăш-кăмăлне ăнланса пурăнаççĕ. Ашшĕпе амăшĕн ырă енĕсем Дмитрий ывăлĕнче те палăраççĕ. Ĕçчен те тăрăшуллă, тÿрĕ те çирĕп чунлă вăл. Дмитрий ашшĕ çулĕпе кайнă. Вăл чукун çул ĕçченĕсен династине малалла тăсать. Электромонтерта тăрăшать.
Львовсен çемйинче ыран, сентябрĕн 16-мĕшĕнче, савăнăçлă уяв. Владимир Григорьевич 60 çул тултарать.
– Хаклă та юратнă çыннăмăр пирки ăшă сăмахсем вĕçĕмсĕрех калама хатĕр эпир. Унăн чи паха енĕсем – тараватлăх, ĕçченлĕх, йывăрлăх умĕнче пуçа усманни. Хĕвел пек ăшă кăмăллă, пуян чунлă çыннăмăра çирĕп сывлăх, ăнăçу, тулли телей, вăрăм та пархатарлă ĕмĕр сунатпăр. Утас çулĕ те такăр та тумхахсăр пултăр, çутă ĕмĕчĕсем пурнăçланса пыччăр, – терĕç ывăлĕпе мăшăрĕ.
Юбиляр ĕçре кăна мар, кил хуçалăхĕнче те хастар тăрăшать. Владимир Львов район центрĕнче пурăнсан та хăйĕн çемйипе икĕ ĕне тытать. Çулсеренех анкарти тулли пахчаçимĕç çитĕнтерет. Кÿршĕ-аршăпа килĕштерсе пурăнать. Владимир Григорьевичăн хальлĕхе мăнуксем çук-ха. Анчах та вăл юратнă мăшăрĕпе Львовсен йăхне тăсакансем çут тĕнчене килессе чăтăмсăррăн кĕтет. Тен, вĕсем хушшинче аслашшĕ е асламăшĕ çулĕпе каякансем те пулĕç.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |