Тĕрĕс çутатни кирлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.09.2021, 10:02 Просмотров: 188

Паянхи кун та экстремизпа терроризм тĕнчери тăнăçлăхшăн чи пысăк хăрушлăх шутланаççĕ. Вăл е ку çĕршывсенче ирсĕррĕн палăраççĕ ку пулăмсем.

Çавăнпа та пирĕн çĕршывра террорла киревсĕрлĕхсемпе кĕрешессинче вĕсене асăрхаттарассине мала кăлараççĕ – преступленисене хатĕрлекенсене тупса палăртассине, хĕç-пăшал çаврăнăшне тĕрĕслевре тытассине, экстремистла шухăшсене сирессине тата ыттине те.

Тĕрĕссипе, экстремизмпа терроризм профилактики, унтан сыхланасси – патшалăхăн кăна мар, пĕтĕм обществăн тĕллевĕ. Унта массăллă информаци хатĕрĕсене те пĕлтерĕшлĕ мисси уйăрнă. Хаçат-журналсен, телевидени-радион тĕп задачи – обществăра ку каварлă пулăмсене хирĕçле сивлек туйăмсем çуратасси. Вĕсем мĕнле сиен кÿнине уççăн кăтартмалла, унпа çыхланнăшăн тивекен çирĕп яваплăх çинчен пĕлтермелле... Паллах, çынсене хÿтĕленме вĕрентесси те публикацисенче, передача-репортажсенче тĕп ыйтусен шутне кĕмелле.

Анчах та терроризма хирĕçле ĕç-хĕле çутатасси ансат мар. МИХ-сенче тухакан материалсене саккун ыйтнă пек хатĕрлемелле, унти информаци йĕрке хуралĕн органĕсен ĕçне нимле майпа та чăрмав кÿмелле мар. Çавăнпа та Чăваш ен Цифра министерстви республика Пуçлăхĕн Администрацийĕпе пĕрле журналистсем валли ку темăпа кăçал та вĕрентÿллĕ семинар йĕркелерĕ. Вăл пуриншĕн те, чăн та, усăллă пулчĕ. Çак çивĕч темăна çутатнă май тухакан кăткăс самантсене хăрушсăрлăх службин, прокуратурăн, ШĔМ-ĕн, Следстви комитечĕн республикăри сотрудникĕсем тĕплĕн уçăмлатрĕç. Калаçу этнокультура ыйтăвĕсене тĕрĕс, вырăнлă хускатмалли пирки, Интернетри информаци анлăшне хăрушсăр йĕркелемелли çинчен те пычĕ.

– Чи пĕлтерĕшли, чрезвычайлă лару-тăрусем, пысăк инкексем пулас-тăк, массăллă информаци хатĕрĕсен (çав шутра Интернетра та) халăха сехĕрлентерсе ÿкерме, йăнăш фактсемпе пăтраштарма юрамасть. Кун пек чухне «рейтингсене хăвалани», ыттисенчен маларах хыпар кăларасси мар, шанчăклă информаци пĕлтересси пĕлтерĕшлĕ. Тĕрĕс информацие мĕн те пулин «курнă-илтнĕ» çынсем мар, официаллă ведомствăсем çеç пама пултараççĕ, – ăнлантарчĕ Чăваш Республикин прокурорĕн аслă помощникĕ Алексей Якушевич.

Федераллă хăрушсăрлăх службин подразделени ертÿçи Юрий Михайлов вара йĕрке хуралĕн органĕсем ирттерекен ятарлă операцисен юхăмĕ пирки уйрăмах телевиденипе тĕплĕн кăтартма юраманнине каларĕ. Çакă преступниксене пулăшма пултарать, терĕ.

Чăваш ен ШĔМ-ĕн обществăлла çыхăнусен пайĕн ертÿçи Олег Ашнин çĕршывра, çав шутра республикăра та, терроризм акчĕсем çинчен суйса пĕлтернĕ тĕслĕхсем нумайланни çивĕччине асăнчĕ.

– Сирпĕнекен хатĕр «хурса хăварни» пирки шÿтлесе е юриех кама та пулин тавăрма шăнкăравлакансем хăйсене нихăçан та шыраса тупаймаççĕ теççĕ пулас. Анчах шырав технологийĕсем те пĕр вырăнта тăмаççĕ. Сасса улăштармалли е ытти тĕрлĕрен программăсемпе усă кураççĕ-и – пурпĕрех çакланĕç. Вĕсене çакăн пек «ашкăнушăн» уголовлă таранах явап кĕтнине вара массăллă информаци хатĕрĕсен шăпах та туллин çутатмалла, – сĕнчĕ журналистсене Олег Ашнин.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика