Иртнĕ вырсарникун Вăрнар чиркĕвне çÿрекенсемшĕн чăннипех те пысăк пулăмпа асра юлчĕ – храм уçăлнăранпа 10 çул çитрĕ. Çак тапхăрта вăл Турă хăвачĕпе чылай аталанчĕ, кĕлĕ залĕ кăна мар, территорийĕ те хитреленчĕ, хăтлăланчĕ. Ку ĕçсем, паллах, ĕненÿпе ырă шухăшсем вăйлă пулнипе пурнăçланса пычĕç.
Чиркÿ йывăррăн çĕкленни халĕ историн пĕр страници евĕр кăна тăрса юлчĕ. Анчах та тĕне ĕненекенсем строительствăн кашни тапхăрне астăваççĕ. Чиркÿн çĕнĕ çурчĕ уçăласса вунтăватă çул кĕтнĕ-çке-ха.
Каялла кăшт таврăнас пулсан, храм пулас вырăна 1997 çулта çветтить тунă. Çав çулах никĕс янă, çĕклеме тытăннă. Шăпах çак вăхăтра чиркÿн çĕнĕ вырăнĕнчи йывăç айĕнче Турă Амăшĕн турăшне (Троеручица) тупнă. Шел, 2000 çулсенче строительство ĕçĕсем чарăнса ларнă. 2006-мĕшĕнче кăна Александр атте тăрăшнипе лав вырăнтан тапраннă.
Тĕрĕссипе, вăл халăх чун-чĕринче Чиркÿ кирлĕлĕхне ăнлантарма пултарчĕ. Предприяти-организацисем, уйрăм çынсем укçа-тенкĕ хывни ĕçе утăм хыççăн утăм малалла куçма май пачĕ. Тĕне ĕненекенсем кашни эрнере субботниксем йĕркелерĕç. Чансене хăпартни, иконостас вырнаçтарни, ытти сăваплă ĕç уява çаврăннăн туйăнатчĕç. Мĕншĕн тесен ку пулăма пайлама строительство вырăнне кашнинче çын йышлă пухăнатчĕ...
Вунă çул каяллахи пекех Чиркÿ залне халăх йышлăн пуçтарăнчĕ. Çак кун уйрăмах мĕнпур çын хушшинчи хутшăнусем питĕ çывăх пулнăн, кĕлĕсем ытти чухнехинчен те чаплăрах та витĕмлĕрех янăранăн туйăнчĕ.
Чиркÿ залĕ çулран çул илемленсе пычĕ. Стенасем çинче – пире упракан, сыхлакан Çветтуйсен сăнĕсем. Маччана, стенасене тĕн темипе ÿкерсе пуянлатнă.
Вунă çул çитнĕ ятпа Аслă кĕлĕ ирттернĕ хыççăн пухăннисене нумай асап тÿснĕ çветтуй Георгий Çĕнтерÿçĕ Чиркĕвĕн настоятелĕ Александр атте, район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов саламларĕç, ĕненÿ чунсене пуянлатнине, пурне те туслăхра, килĕшÿре пурăнма, ырă ĕçсем ытларах тума хистенине палăртрĕç.
Сентябрĕн 12-мĕшĕ çветтуй Александр Невский аслă кнеçе асăнмалли кунпа та пĕр килчĕ. Çавна май Александр атте, ку ятлă çынсем пурте менельник ячĕпе Вырсарни шкулне çÿрекенсенчен салам сăмахĕсем йышăнчĕç.
Ку çеç те мар, пухăннисем çак кун Чиркÿ строительствипе аталанăвне халалланă фильма та пăхрĕç.
«Вăрнар чиркĕвĕ тата та нумай çул чунсене тасатма, Турă хăватне пама пулăштăр», – терĕç тĕне ĕненекенсем пĕри те тепри.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |