Ачасен прависене хÿтĕлесси суд приставĕсен ĕçĕ-хĕлĕнче нихăçан та тимлĕхрен каймасть. Пачах та урăхла, чи пĕрремĕшле тĕллевсен шутне кĕрет.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн кăна, акă, Чăваш енри суд приставĕсем хистевлĕ майпа алимент укçи-тенкине 300 пин тенкĕ енне шыраса илнĕ. Ку ĕçе мĕнпур районсенче ятарлă рейд йĕркипе пурнăçланă. Сотрудниксем ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене пурнăçламасăр айăпа кĕнисем патне килĕрен çÿренĕ – çак вăхăтра пĕтĕмпе 600 адреспа тĕрĕслевпе çитнĕ. Парăмçăсен пурлăхне 20 тĕслĕхпе 1 млн ытла тенкĕлĕх арест хунă.
Хăшĕ-пĕрисене, саккунпа килĕшÿллĕн, явап тыттарма та тивнĕ. Тăван ачисене ытлă-çитлĕ çитĕнтерме укçа-тенкĕ тÿлеменшĕн суд приставĕсем рейд йĕркипе 12 административлă протокол çырнă, унсăр пуçне тăватă çынна уголовлă явап кĕтет. Çавăн пекех 62 çын патне вĕсем тĕлĕшпе йышăннă процессуаллă документсене (требованисемпе ăнлантарусене) çитернĕ.
– Тĕрĕссипе, ывăлĕ-хĕрĕсем ăнăçлă ÿсчĕр тесе тăрăшманни ашшĕ-амăшĕшĕн, темле тарса-пăрăнса çÿресен те, ахаль иртмест. Çула çитменнисене тивекен алиментсене 2 е ытларах уйăх тÿлемесен административлă мерăсем йышăнаççĕ. Уншăн РФ КоАП-ĕн 5.35.1-мĕш статйин 1-мĕш пайĕнче 150 сехет таран обязательнăй ĕçсем, 10–15 талăклăха административлă арест е 20 пин тенкĕ штраф хума пăхса хăварнă. Парăмçă çакна шута илмесен, административлă явап тыттарсан та çаплипех тÿлевсене татмасан, сăмах уголовлă айăплав пирки пуçланать. Çулталăк таран юсану ĕçĕсем, 3 уйăх таран хистевлĕ ĕçсем палăртма, çулталăкчен ирĕкрен хăтарма пултараççĕ», – асăрхаттараççĕ Суд приставĕсен федераллă службин республикăри управленийĕн ĕçченĕсем.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |