«Хĕрлĕ автан» тĕлĕрмест, кăшт асăрханулăха çухатсанах хăйĕн çинчен аса илтерет. Шел те, кунсерен тенĕ пекех инкексен сводкине çырăнать. Иртнĕ канмалли кунсенче те, МЧС информацийĕ тăрăх, республикăра пушар 8 вырăнта алхаснă. Тĕрлĕ районсенче мунчасем, сарай, кил-çурт, автомашина çуннă.
Канмалли кунсем хамăр тăрăхри пушар хуралĕшĕн те лăпкă иртмен. Вырсарникун 16 сехет тĕлĕнче поселокра инкек пулса иртнĕ. Вурнарка урамĕнчи пĕр пÿртре вут-çулăм тивсе илсе ашкăнма тытăннă. МЧС-ăн республикăри Тĕп управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, çуртăн шалти отделки 15 тăваткал метр лаптăк çинче сиенленнĕ. Инкек сăлтавне тĕрĕслев палăртать.
Пĕтĕмпе вара сентябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне республикăра 1184 пушара шута илнĕ. Вĕсем кÿнĕ пурлăх тăкакĕ çав тери пысăк – 22 млн тенкĕ енне. Çулăм 63 çын пурнăçне вăхăтсăр илсе кайнă.
МЧС асăрхаттарать% çанталăк сивĕ тăнăран хваттер-çуртсене ăшăтма пуçларăмăр – апла пулсан хăрушлăх та ÿсет. Çавăнпа та сыхлăх правилисене пăхăнмасан вăйлах шар курма пулать.
МЧС аса илтерет%
кил-çуртра хăвăр асталанă шанчăксăр электроприборсемпе усă курмалла мар;
электричество радиаторĕсене асăрхавсăр çутса хăварма юрамасть;
уйрăм çурта кăмакапа ăшăтакансен ун юсавлăхне сăнасах тăмалла, унпа хăрушсăр усă курмалла.
Ирина ПЕТРОВА.
Ноябрь 2024 |