Мăн Явăшалла каякан çул ыйтăвĕ темиçе çул çивĕч тăрать ĕнтĕ. Ял çыннисем ăна кашни пухурах çĕклеççĕ, влаç представителĕсем патне çырупа тухаççĕ. Ун строительствин уçăмлăхĕ пур-и – çакна виçĕмкун Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Осипов хутшăннипе сÿтсе явнă.
Малтанах министр район администрацийĕн пуçлăхĕпе Андрей Тихоновпа тĕл пулнă, районта республика тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсене тытса тăрасси тата юсасси пирки калаçнă.
Ыйтуллă çула Владимир Осипов вырăна тухса пăхнă. Мăн Явăшалла каякан çул тĕплĕ юсав ыйтать. Влаç представителĕсем ку объектри ĕçсене пурнăçлама 2022 çула 10 млн тенкĕ, 2023 çула 137,05 млн тенкĕ пăхнине палăртнă. Çул тăршшĕ – 8,4 км. Хальхи вăхăтра проектпа смета документацийĕ патшалăх экспертизи витĕр ăнăçлă тухнă. Подрядчика палăртма аукцион иртмелле.
Ĕçлĕ ушкăн çавăн пекех Çăкаллă Явăшра та пулнă. Мăн Явăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Туринге тата «Мураты» хуçалăх ертÿçи Геннадий Спиридонов пĕтĕм ял-йыша пăшăрхантаракан ыйтăва хускатнă – Тĕп урамри çула ырă мар подрядчиксене пула халĕ те туса пĕтермен. Çуркуннехи-кĕркуннехи, йĕпе-сапаллă çанталăкра кунта транспортпа пачах та кĕрсе тухма çук. Çуран çÿрекенсене те кансĕр. Кăçал кунта çĕнĕ ФАП ĕçлесе каймалла, ун патне çитме вара çул япăххи пысăк чăрмав кÿрĕ.
Министр ку ялти çул строительстви валли 2022 çула 14,3 млн тенкĕ, 2023 çула 19 млн тенкĕ пăхса хăварнине каланă. Проектпа 1 км çул çĕклемелле.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |