Ку ĕç çуллахи каникул вăхăтĕнче пулса иртрĕ. Велосипедпа ярăнса çÿреттĕм ун чухне. Пĕр пĕве патĕнче икĕ кушак çури макăрса ларать. Пĕри тепринчен пĕчĕкрех. Чарăнтăм.
«Кун чухлĕ çитерсе усрарăм, халĕ пĕверен хăйсемех пулă тытса çиччĕр», – тесе шухăшланă-ши хуçи е çÿп-çап тăкмалли ещĕкрен апат юлашкийĕсемпе тăранса пурăнччăр тенĕ-ши илсе килсе янă чухне? Е таркăнсем-ши? Пĕлеймерĕм. Шăнса кайнă, чĕтреççĕ. Выçăпа аптранă. Куçран тинкереççĕ.
Шеллерĕм. Пĕчĕк çăмхасене хĕве чикрĕм те малалла çул тытрăм. «Сире кушак çурисем кирлĕ мар-и?» – ыйтрăм çул çинче хирĕç тĕл пулакансенчен. Кушак çурисене шеллесе пăхакансем пулчĕç, анчах та киле илсе каяс темерĕç.
Çурасене лавккара ĕçлекен Валя аппа сутуçă пăхса пурăнчĕ, килтен сĕт илсе килсе ĕçтерчĕ, кăлпасси çитерчĕ, курупккана çемçе татăк сарса пачĕ. Ача-пăча площадкинче пурăнса кайрĕç хайхискерсем. Эпĕ те кайсах çÿрерĕм вĕсем патне, ачашларăм, выляттартăм. Чун туртрĕ.
Кăштахран кушак çурисем çухалчĕç. Хуçисене тупрĕç-ши? Валя аппа пек ыр çын аллине лекчĕрех!
Çутçанталăка упрамалла тетпĕр. Чĕр чунсем те çутçанталăкăн пĕр пайĕ мар-и вара? Эпир – çынсем, малтанах чĕрчунсене усратпăр, алла хăнăхтаратпăр, кайран вара кайса яратпăр – хÿтлĕхсĕр тăратса хăваратпăр. Пурин те яваплăха туйма вĕренесчĕ!
Константин Михайлов,
8-мĕш класс.
Ноябрь 2024 |