Муркка тусăм

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.09.2021, 10:09 Просмотров: 341

Хура-шурă пăнчăллă, симĕс кăвак куçлă. Лăпкăскер, ачашскер. Кам пирки сăмах пырать-ши?

Тĕрĕс. Ку манăн юлташăм – Муркка кушак. Унпа выляма юрататпăр. Вăл мана итлет% «вырт» тесен выртать, «чуп» тесен чупать. Ăслă йытта аса илтерет. Мĕн пĕчĕкрен çапла хăнăхтарнă.

Юратнă тусăма тутлă апатпа сăйлатăп. Вăл «Вискас», кăлпасси, сĕт, хăйма юратать.

Мурккăна илемлĕ тум тăхăнтартатăп, тепĕр чух аннепе çĕлесе паратпăр. Кушак капăр çÿреме юратать.

Мурккăн чылай тус-тантăш. Вĕсем сунара çÿреççĕ, пĕрле шăши тытса çиеççĕ.

Апата ларсан Муркка аттепе иксĕмĕр хушшшине хирĕнсе кĕрсе ларать. Эпир пиллĕкĕн мар, улттăн пурăнатпăр. Пултăрах. Вăл та çемье членĕ пекех.

Мурккăна юрататпăр та, хаклатпăр та.

Елена Смирнова,

6-мĕш класс.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика