Шашка-шахмат вăййине мĕн пĕчĕкрен кăмăллатпăр.
5–6 çулта чухнех пушă вăхăта Сергей куккапа пĕрле шашка-шахмат хăми умĕнче ирттереттĕмĕр. Атте те, атте енчи куккасем те шахматпа туслă. Эпир Леня пиччепе иксĕмĕр район тата республика шайĕнче иртекен «Тĕлĕнтермĕш шашкăсем» тата «Шурă ладья» ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илме пултартăмăр.
Николай Ермошкин,
8-мĕш класс.
Шкулта шашка-шахмат кружокне ертсе пыраканĕ – Александр Иванович Порфирьев. Вăл хавхалантарса пынипе кружока хаваспах çÿретпĕр, тавракурăма, ăс-тăна, чăтăмлăхпа шухăшлава аталантаратпăр.
Шахматра хăвна хирĕç выляканăн куçас ăсталăхне тавçăрса илме пултарни, ăна çав вăхăтрах ярса илсе шах е мат лартни те мĕне тăрать!
Санарпуç вăтам шкулĕ республикăри «Ўсĕм точки» («Точка роста») проекта хутшăнни пирĕншĕн усăллă пулчĕ.
Шашка-шахмат ăсталăхне ÿстерме ятарлă кабинет пур. Халĕ эпир пĕчĕк хăмасем умĕнче мар, тĕнче шайĕнчи шахмат чемпионĕсем Карповпа Каспаров евĕр пысăк сĕтел хушшине ларса вылятпăр. Пирĕн те тăван шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухса хамăр юратнă профессие алла илесчĕ.
Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче пирĕн шкул республикăра иртекен «Шахматсем – шкулта» («Шахматы в школе») проекта хутшăнать. Унпа килĕшÿллĕн 2-мĕш класран пуçласа шахматла выляма вĕренеççĕ. Çак проекта хутшăнсан шашка-шахматла вылякансен шучĕ çултан çул ÿссе пырасса шанас килет.
Леонид Ермошкин,
8-мĕш класс.
Ноябрь 2024 |