Тăван кил… Сăмахĕ те чĕнсе каланăн туйăнать, кашни çыншăн вăл пĕчĕк çĕршыв. Мĕн чухлĕ ăшă туйăм, çутă ĕмĕт çуратать вăл пирĕн ăшра!
Эпĕ хамăн юратнă килте пĕрремĕш хут кун çути курнă, вулама, çырма вĕреннĕ, тĕрлĕ ĕç тума хăнăхнă.
Çĕр чăмăрĕ çинче тем пек хитре вырăнсем пур пулсан та хам киле нимĕнпе те улăштармастăп. Мĕншĕн тесен тăван килте юратнă аттепе анне, пиччепе аппа пур. Мана вĕсем пурте юратаççĕ. Темле йывăр вăхăтра та пулăшаççĕ, тĕрĕс çулпа утма вĕрентеççĕ.
Маншăн тăван кил вăл чăн-чăн крепоç. Ўссе çитĕнсе темле вырăна çитсен те эпĕ хам тăван киле нихăçан та манса каймăп, ĕмĕр тăршшĕпех килсе çÿрĕп.
Анна Никифорова,
7-мĕш класс.
Ноябрь 2024 |