Чăвашлăх туйăмĕ чунра

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.09.2021, 10:19 Просмотров: 252

Эпĕ чăваш халăх историне, халапĕсемпе мифĕсене вулама кăмăллатăп, пуян та тарăн шухăшлă йăли-йĕркисене, иксĕлми юрри-ташшине юрататăп. Чăваш тумĕ те епле капăр, илемĕпе тыткăнлать, ман чуна çывăх.

Кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухнех «Чăваш тĕрри», «Чĕвĕлти чĕкеç» конкурссене хутшăнаттăм. Вăтам классенче Шупашкарта иртнĕ «Чăваш сăмахĕ» конкурса кайни халĕ те асăмрах. Хумхантăм, пăлхантăм, анчах та сăвва илемлĕ каласа парса призерсен шутне кĕме пултартăм. Паллах, эпĕ шкулти, районти тăван чĕлхепе çыхăннă пултарулăх ăмăртăвĕсенче, олимпиадăсенче те хастар. Маларахри çулсенче чăваш чĕлхипе олимпиадăра призерсен йышне кĕни мана савăнтарать те, хавхалантарать те.

Кăçал республикăра Чăваш наци конгресĕ пуçарнă «Эпĕ сирĕнпе, пин-пин чăваш!» конкурс валли Оксана Титова-Утçин «Чăваш чĕлхи» сăввине илемлĕ вуласа видео ÿкертĕмĕр. Конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăнтăм.

Эпир чăвашла шăкăл-шăкăл калаçатпăр, юрлатпăр, илемлĕ литература хайлавĕсене вуласа киленетпĕр, вĕсенчи сăнарсен ырă е сивлек кăмăлне хаклатпăр. Эпĕ чăваш литература урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Атте-анне те мана хавхалантарса тăраççĕ, яланах пулăшаççĕ.

Çирĕп кăмăлпа, ырă пуласлăха шанса вĕренетĕп.

Катя АНИСИМОВА,

11-мĕш класс.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика