Мана тăван шкулăмра вĕренме килĕшет. Мĕншĕн тетĕр-и? Питĕ кăсăклă.
Шкул саккинченех эпир роботсемпе ĕçлес технологие алла илсе пыратпăр, квадрокоптера вĕçтеретпĕр. Вăл кнопка пуснипех сывлăша çĕкленме пултарни малтанах пире питĕ тĕлĕнтеретчĕ. Роботсене тĕрлĕ программăпа ĕç хушсан хăйсемех темĕн те пĕр туса кăтартма пултараççĕ. Пĕр робочĕ, сăмахран, хура йĕр тăрăх кăна чупать, тепри япаласене вырăнтан вырăна куçарать.
«Лего» кружока пирĕн класс руководителĕ Ирина Алексеевна Тихонова ертсе пырать. Вăл пултаруллă учитель.
3D-куçлăх тăхăнсан класра ларсах тĕрлĕ асамлă вырăнта пулса курма май пур. Юмах тĕнчине лекнĕн туйăнать. Пĕлетĕр-и, космосран çĕр планета çине пăхма еплерех кăсăк! Хăвна космонавт пек туятăн вара. Эпир Ирина Алексеевнăпа пĕрле нумай çĕршывра пулса куртăмăр, çÿллĕ тусем çине улăхрăмăр, кăнтăрта пурăнакан чĕрчунсемпе, тинĕсрисемпе куçа куçăн паллашрăмăр. Пейзажĕ чуна тыткăнлать!
Антон Петров,
9-мĕш класс.
Ноябрь 2024 |